«Кил-йыш тĕрекĕ - юратура...»

Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче чуна ăшăтакан, нумайлăха асра юлакан мероприяти иртрĕ.

Ял территори уйрăмĕн тĕп специалист- эксперчĕ Алевтина Шомполова тата Лариса Старшова библиотекарь 47 çул ытла юратупа килĕшỹре пурăнакан çемьесем патне çитсе килчĕç. Ольгăпа Валентин Яковлевсен, Лидийăпа Анатолий Григорьевсен, Нинăпа Моисей Осиповсен çемйисене паллă пулăмпа саламларĕç, ял территори уйрăмĕн Хисеп грамотипе чысларĕç, салтак тỹмми чечекĕн çыххине парнелерĕç.

Çỹлерех асăннă мăшăрсем - ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ, пурнăç йĕркипе ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх пулса тăнă.

- Кил-йыш тĕрекĕ - юратура, пĕр-пĕрне ăнланса каçарнинче тата вăхăтра пулăшу аллине тăснинче, - теççĕ вĕсем çамрăксене.

Çакăн евĕр мероприятисем çемье хаклăхне ăнланма, аслă ăрăва сума сума ырă витĕм кỹресси куç кĕрет.

А.Шомполова,

Карапай Шăмăршă ялĕ.



17 июля 2026
14:20
Поделиться