Килсе кур, тăванăм, Виçпỹрте
ÇАПЛА, тăванăм, паян эсĕ Виçпỹрт Шăмăршă ялне килсе курма тăрăш. Кунта тахçантанпах ĕмĕтленнĕ проект пурнăçа кĕрет: унччен хыт хура çеç кашласа ỹснĕ вырăнта халĕ хулари пек чаплă кану паркĕ çĕкленет. Ял халăхĕ тăрăшнипе, патшалăх пулăшнипе часах ытармалла мар илĕртỹллĕ вырăн пулĕ.
А.Д.Алимов предприниматель хăйне шанса панă пысăк ĕçе çанна тавăрсах пуçăннă. Пурĕ 6624673,98 тенкĕлĕх ĕç тумалла, çав шутра 331233,69 тенки - халăх укçи.
Паркра массăллă мероприятисем ирттерме хальхи ыйтусене тивĕçтерекен илемлĕ сцена тунă, брусчаткăран тротуар сарнă, хăйне евĕрлĕ скульптура композицийĕ вырнаçтараççĕ.
Çапах та кунти мĕн пур ĕçе вĕçлеме нумай тăрăшмалла-ха. «Объекта срокпа палăртнă вăхăтра хута яратпăр!» - шантарсах каларĕ А.Д.Алимов предприниматель.
Е.ЖОЛОБОВА.