Кĕркунне те инçе мар...

ВАТТИСЕМ: «Çулла - çуна, хĕлле урапа хатĕрле», - тенĕ. Çак чăнлăх коммуналлă хуçалăха та тỹрремĕнех пырса тивет. Кĕркуннехи- хĕллехи хутмалли сезона çу кунĕсенчех тĕплĕн хатĕрленмелле.

Июлĕн 9-мĕшĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев - хăйĕн заместителĕпе Татьяна Татарскихпе пĕрле - «Жилкомстрой» ОООра, «ЖКХ» ООО-ра тата «Коммунальник» ООО-ра пулса çуртсене хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрленнипе интересленнĕ. Уйрăммăн илсен, специалистсемпе пĕрле котельнăйсен, ăшă сечĕсен, насус оборудованийĕн юсавлăхне тĕрĕсленĕ. Асăрханă çитменлĕхсене администраци çирĕп контроле илнĕ.



17 июля 2026
14:18
Поделиться