«Кĕркури, сан хĕр пур-и?»
- АВЛАНМАРĂН-И-ХА? - ыйтрăм Кивĕ Чукалта пурăнакан пĕр пĕлĕшрен. Вăл тахçанах вăтăр урлă каçнă ĕнтĕ, хăйсен ялĕнчи «хусахсен партийĕнче» тăрать. Çак «партин» председателĕ те пур иккен, хĕрĕхрен те иртнĕскер.
Пĕлĕшĕм халĕ те авланманни, ялта хĕр тупма йывăрри çинчен пăшăрханса каласа пачĕ.
- Аттепе анне те ватăлчĕç ĕнтĕ, шавах мана авлантарасшăн калаçаççĕ. Халĕ ĕлĕкхи пек кил хапхине уçнипех хĕр килсе кĕмĕ. Тепĕр чух хăшне те пулин вăрласа кĕмелле мар-ши тесе те шухăшлатăп айван пуçăмпа. Анчах полицие евитлесен? Хĕр вăрласа тĕрмене кайса ларас килмест вĕт-ха.
Авланман каччăсем Кивĕ Чукалта çеç мар, округри ытти ялта та нумай. Хăшне-пĕрне «каччă» темелле те мар пулĕ ĕнтĕ: хĕр тутине перĕнсе курмасăрах 50 çула та çывхарать.
Çывăхартса кăна шутласан та, округри 31 ялта ик çĕре яхăн хусах пурăнать. Чи çамрăкки те - çирĕм çиччĕре. Çак вăй питти яшсем çемье çавăрнă пулсан, округра демографи ыйтăвĕ те хальхи пек çивĕч тăмĕччĕ.
Чăнах та, каччăсем валли хĕрсем кирлĕ, вĕсем вара юлашки 15-20 çул хушшинче - пысăк дефицит. Хĕрсем хулана вĕренме каяççĕ те каялла таврăнмаççĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ чечек пек илемлĕ чиперккесем урăх округа качча кайнă тĕслĕхсем те - тем чухлех. Пирĕн округа вара сайра-хутра çеç çамрăк кин килет. Мĕн, пирĕн округ каччисем çав териех вăтанчăк-ши е хĕр чĕрине ирĕлтермелĕх хĕрỹлĕх çитмест?
- Çамрăксем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ, - пăшăрханса калаçрĕ манпа пĕр ялти ватă учительница. - Йĕркеллĕ хĕр ун йышшисене качча тухмастех.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, ялта пурăнакан 10 качча 2 хĕр çеç тивет. Иккĕн çемьеллĕ пулайсан та, саккăрăшĕн ăçта кайса хĕр тупмалла?
Кунта пĕртен-пĕр çăлăнăç, ман шутпа, хĕрсем валли ĕç вырăнĕ туса хурасси. Вĕсем суту-илỹре, предприниматель ĕçĕнче е ытти çĕрте вăй хума пултарччăр.
Шел те, ку енĕпе те çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Акă кăçал Асанкассинчи çĕвĕ цехĕ те хупăнчĕ, 20 ытла çамрăк çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ.
Каччăсем Мускава е ытти çĕре ĕçлеме çỹреççĕ-ха. Хĕрсене вара ку енĕпе йывăртарах: сăпайлă чăваш хĕрĕ ют çĕре ĕçлеме кайма хăрарах тăрать. Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен тĕпренчĕкне курман-пĕлмен вырăна кăларса ярасшăнах мар. Шупашкар - унта ĕç укçине сахалрах тỹлесен те - тăван киле çывăхрах. Телейĕ пулсан, качча тухса çемьеллĕ пулĕ теççĕ. Çемьеллĕ пулаймасан та, хулари пурнăç ялтинчен аванрах тесе шутлаççĕ. Анчах ваттисем кил-çурт вучахне сỹнтерме хушманнине мĕншĕн манатпăр-ши?
Çамрăк çемьесем пулмасан, ача-пăча çуралмасан пыра-киле çуртсем те хупăнĕç. Шăмăршă округĕ пачах та пĕтес хăрушлăх та çывхарнăçем çывхарать. 50-60 вырăнлă ача садне - пиллĕкĕн-улттăн, 100-200 вырăнлă шкула 30-40 ача çỹренипе округа тытса тăраймăпăр.
Çапла, ял ватăлса пырать, «пенсионерсен округĕ» пуласси те инçе мар. Ялта ватăлса вилекенсен йышĕ ача çуралнинчен темиçе хут нумайрах.
- Авланман каччăсем нумай-и? - ыйтрăм эпĕ пĕр территори уйрăмĕн пуçлăхĕнчен.
- Ан та калăр - хĕрĕхе яхăн! - пулчĕ хурав. - Уявсенче пĕрле пуçтарăнаççĕ те çырма хĕрринче шашлăк пĕçереççĕ. Çапла çур çĕр çитичченех шавлаççĕ. Тепĕр кун кăнтăрлачченех çывăраççĕ. Мускавра ĕçлесе илнĕ укçана пĕтерсен каллех тĕп хулана çул тытаççĕ. Вăт çавăн пек тăсăлса пырать паян ял пурнăçĕ...
Ив.САЛАНДАЕВ.