Ĕне ури чĕрни е ял хуçалăхĕн специалисчĕсем кирли çинчен

Ĕне ури чĕрни  е ял хуçалăхĕн специалисчĕсем кирли çинчен

Округ çыннисем ас тăваççех, кăçалхи Акатуйра мăйракаллă шултра выльăхăн ури чĕрнине касас тĕлĕшпе Раççей тата Беларусь командисем хушшинче матч-реванш иртрĕ (хальччен кун пекки пулманччĕ). Ун программине Санкт-Петербургран килнĕ Михаил Безелюк ертсе пычĕ. Йĕркелỹçи - Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ ентешĕмĕр Юрий Тимофеев, выльăх чĕрнисене тирпейлекен Наци Союзĕн председателĕ.

Хĕрлĕ комбинезон тăхăннă ăмăрту участникĕсене, куракансене Юрий Александрович ăшшăн саламларĕ.

- Çакăн йышши матч-реванш Раççей тата Беларусь çĕр-шывĕсен специалисчĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетессинче, çамрăк ăрăва ял хуçалăх специальноçĕсене суйласа илессинче, çавна май яшсемпе хĕрсене ялсенче çирĕплетсе хăварассинче, выльăх-чĕрлĕхĕн сывлăхне упрассинче тата хальхи сĕт-çу производствине аталантарассинче ырă витĕм кỹрет, - палăртрĕ вăл.

Матч-реваншра ăмăртакансем - Витебскри ветеринари академийĕн (Беларусь Республики), Пăвари ветеринари техникумĕн (Тутарстан Республики) студенткисем. Çапла, пурнăç тĕллевне ветеринарипе çыхăнтарма хатĕрленекен хĕрсем професси ăсталăхне тĕрĕслекен тупăшăва тухрĕç. Вĕсем - выльăх ури чĕрнине касакансен Халăхсен хушшинчи турнирĕсен тата професси ăсталăхĕн кон-курсĕсен участникĕсем тата призерĕсем, ку енĕпе чи лайăх 10 специалист йышне кĕнĕскерсем.

Ăмăрту условийĕсемпе критерийĕсем çирĕп: ĕне ури тупанĕн модельне, анатоми формине, чĕрне кĕтессипе параметрне упраса хăвармалла, чĕрне çийĕпе тăрăхĕ тикĕс пулмалла, чĕрне хушшине тĕплĕн тасатмалла, кашни ĕçе хăвăрт та тĕплĕн тумалла.

Хĕрсен лигине паллă экспертсем хак пачĕç. Вĕсем: Илья Бикеев уйрăм предприниматель, ветеринари тухтăрĕ, мăйракаллă шултра выльăхăн ури чĕрнине касаканĕсен пирвайхи ăмăртăвĕн (2022 ç.) çĕнтерỹçи; Василий Руколь, ветеринари наукисен докторĕ, Витебскри ветеринари медицинин академийĕн кафедра заведующийĕ, мăйракаллă шултра выльăх ури чĕрнине касакансен Раççей Чемпионачĕн (Шупашкар, 2023 ç.) тĕп судйи.

Кашни команда биологи моделĕпе ĕçлерĕ, хăрушсăрлăх тата санитарипе гигиена правилисене пăхăнса, чĕрне касса илемлетмелли хăнăхăва професси ăста- лăхĕпе кăтартма тăрăшрĕ.

 Ятарлă площадкăра тренажер комплексĕпе усă курса, пулас ветеринарсем (командăсенче - виçшер çын) тупăшрĕç. Хĕрỹ ăмăртура кĕске вăхăтрах ĕç-пуçа хăвăрт та тĕрĕс туса ирттернĕ Беларусь команди çĕнтерчĕ. Конкурсантсене кашнинех ятарлă медальпе Тав хучĕ тата асăнмалăх парне тивĕçрĕ.

... Çакнашкал мероприяти, чăн та, общественноçа кăсăклантармаллах. Ял хуçалăхĕ паянхи кун хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çинче çеç тытăнса тăрать те, ку сферăра вăй хуракан сахалланни, паллах, пăшăрхантарать. Пире шăпах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тăрантарать-çке. Апла тăк, çитĕнекен ăрăва ял хуçалăх специальноçĕсемпе «туслаштармалла», унра-çке - малашлăх.

Сăмах май, ентешĕмĕр - Юрий Тимофеев - ку тĕлĕшпе тĕлĕнмелле пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Вăл - «Тимофеев Плюс» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи. Хуçалăх 19 бригадăна пĕрлештерет. Вĕсенче аслă квалификациллĕ 44 ветеринари врач-ортопечĕ вăй хурать. Раççейпе Беларуçăн 17 регионĕнчен 9 тĕрлĕ наци çынни туслăхпа пĕрлĕхре ĕçлет: çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнчи ĕне выльăха та кирлĕ пулăшу парать.

Палăртни вырăнлă, Ю.Тимофеев хуçалăхĕ мăйракаллă шултра выльăх ури чĕрнине касакансен 2-мĕш Халăхсен хушшинчи турнирĕнче (2025), професси ăсталăхне çỹллĕ шайра кăтартса, 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Чыс та мухтав Ентешĕмĕрпе ун ĕçченĕсене!

Юрий Александрович пек пуçаруллă та пултаруллă, пурнăçпа тан утакан çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ ял хуçалăхĕ. Ял пуласлăхĕ вара - çитĕнекен ăрура, ял хуçалăхăн аталанăвĕнче.

Малти тата малашлăхшăн шанчăклă ĕç опычĕпе паллашмаллах. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерессине пирĕн тăрăхра йăлана кĕртмелле. Вăл çамрăксене ял хуçалăх (çав шутра - выльăх-чĕрлĕх отраслĕн специальноçĕсемпе те) çыхăнма витĕм кỹрĕ.

Ял хуçалăх специальноçĕсемпе çывăхланмашкăн ача сачĕпе шкул тапхăрĕнчех май çителĕклĕ. Вĕсенче агрокласс ĕçлени, педагогсем хресчен (фермер) хуçалăхне (уй-хире, фермăна) экскурси йĕркелесе кунти ĕç-хĕлпе паллашни тата фермерпа (ветеринарпа, ытти специалистпа) куçа-куçăн тĕл пулса калаçни паянхи куншăн питех те вырăнлă. Пурнăç ыйтнă пек, рынок тапхăрĕнче çĕр ĕçне йĕркелесе тыр-пул ỹстерме те, пахча çимĕçпе улма-çырла туса илме те, выльăх- чĕрлĕх ĕрчетме те меллĕ. Патшалăх ку тĕлĕшпе укçан пулăшу пани те - пысăк çăмăллăх. Çакăн пирки çамрăк ăрăва компетентлă специалистсем ăнлантарни питех те пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, кỹршĕллĕ Патăрьелĕнчи аграрипе промышленность техникумĕ, Тутарстанăн Çĕпрелти отрасльсен технологийĕн техникумĕ професси суйлавĕнче пирĕн тăрăхри яшсемпе хĕрсемшĕн усăллă пуласси куç кĕрет. Вĕсенче харăсах темиçе специальноçа алла илме пулать. Калăпăр, агроном профессийĕшĕн механизатор специальноçĕ питех те кирлĕ. Эпир, аслисем, ачамăрсене вăхăтра пурнăç тĕллевне палăртма, ăна пурнăçламалли майсемпе паллаштарма, кирлĕ условисем туса пама пулăшрăмăр пулсан, вĕсен йышăнăвĕ те тĕрĕс пулĕ.

Зинаида СВЕКЛОВА.



17 июля 2026
14:23
Поделиться