Паттăрсен çемйисене - тимлĕх

Паттăрсен çемйисене - тимлĕх

Турă Амăшĕн Тихвин турăшĕн (иконĕн) уявĕнче округ пуçлăхĕн полномочийĕсен тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Сатеев, округри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен çемйисен Комитечĕн активисчĕ, «Мирлĕ пурнăçа - утăм» парти проекчĕн Общество совечĕн координаторĕ Ольга Ичанкина, Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Наталия Храмова пархатарлă ĕç турĕç. Вĕсем Чукал ял территори уйрăмĕнче пурăннă ентешĕмĕрсен - ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăрсен - килĕсене çитсе килчĕç, çывăх çыннисемпе тĕл пулчĕç. Представительсем СВО участникĕсен çемйисене православи уявĕпе саламларĕç, вĕсен «Паттăрсен çемйисем» фотовыставкăна тăратнă портречĕсене асăнмалăх пачĕç.

- Ирĕклĕхпе тăнăçлăхшăн çапăçса вилнĕ тăванăрсем - пирĕн мăнаçлăх! - палăртнă Александр Сатеев. - Вĕсене Тăван çĕр-шыва юратни çыхăнтарнă. Сирĕн ывăлăрсемпе мăшăрăрсем, пĕр тăванăрсем çĕр-шывăмăршăн, пирĕн телейлĕ пурнăçăмăршăн пуç хунă. Пирĕн тĕллев - паттăрсене яланах асра тытасси, астăвăма çемьере, вĕреннĕ çĕрте, обществăра упрасси.

- Вăрçăра çывăх çыннисене çухатнă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Социаллă пулăшăва округ енчен те туятпăр. Тĕл пулу, ăшă калаçу, концерт, социаллă тивĕçтерỹ - веçех пирĕн хуйха-суйха çăмăллатать. Çакăншăн тивĕçлĕ органсен ĕçченĕсене чунтан тав тăватпăр, - тенĕ пурин ятĕнчен те пĕр салтакăн амăшĕ.

Е.Жолобова.



17 июля 2026
14:27
Поделиться