Пушара сỹнтерессипе - вĕренỹ
ВУТ-КĂВАР тухасран яланах сыхă тăмалла, çавăн пекех пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене те тĕплĕн пĕлмелле. Çакăн çинчен аса илтернĕ те ĕнтĕ Карапай Шăмăршăри интернат çуртра пушара сỹ нтерес енĕпе ирттернĕ вĕренỹре. Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, ялти пушар посчĕн тата интернат çурт çумĕнчи пушар дружинин членĕсем, вут-кăвар тухас пулсан, çынсене хăвăрт эвакуацилемелли йĕркепе, аманнисене медицина пулăшăвĕ памалли правилăсемпе паллаштарнă. Коллектива пушара сỹнтермелли ансат хатĕрсемпе ĕçлеме те вĕрентнĕ.