Салтакăм, юратăвăм...

МАНĂН чун савни паян ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕр-шывшăн çапăçать. Ăна çара ăсатнă чух эпĕ çапла каланăччĕ: «Хăвна упра, киле чĕрĕ-сывă таврăнмалла пултăр. Эпĕ сана çирĕп шанăçпа кĕтетĕп».

Савни отпуска та килсе кайрĕ, тỹрех манпа тĕл пулма васкарĕ. Вăрçă çулăмĕнче çуннă пулин те, чунĕ хаярланман унăн - мана ăшă сăмахпа йăпатрĕ, часах Çĕнтерỹ пуласси пирки çирĕплетсех каларĕ.

Эпĕ сана кашни кунах кĕтетĕп, салтакăм, юратăвăм!

ДАРЬЯ.



17 июля 2026
14:30
Поделиться