Сирĕн çырăвăрсем
МАНА пĕр çамрăк çын çав тери килĕшет. Вăл - авланнă, анчах та юратса мар, ашшĕ-амăшĕ хистенипе. Эпĕ çак арçынпа тĕнче хĕррине кайма та хатĕр. Анчах унăн çемйи арканасран хăратăп тата арăмне шеллетĕп. Калăр-ха, мĕн тумалла манăн?
АНЯ.
ххх
ЭПИР çичĕ çул ĕнтĕ гражданла мăшăрланупа (вырăсла - гражданский брак) пурăнатпăр. Пирĕн ача та - пиллĕкре. Анчах та юлашки вăхăтра эпир час-часах харкашатпăр, ытларах чухне хирĕçĕве эпĕ пуçлатăп. Харкашу сăлтавĕ - упăшка манпа саккунлă йĕркепе çырăнма килĕшменни. Манăн вара еркĕн пек пурăнас килмест, гражданла мăшăрлану хăçан та пулин арканасси те хăратать.
ТАТЬЯНА.
ххх
МАНĂН хĕр - 25 çулта. Вăл арăмĕсĕр тăрса юлнă арçынна качча тухасшăн. Лешĕн ывăл ачи те вун иккĕре ĕнтĕ. Эпĕ хĕрĕме: «Качча ан тух», - тесе ỹкĕтлетĕп, çавна пулах тăтăшах харкашатпăр та. Анчах та хĕрĕм çак арçынна юратни çинчен пĕлтерет, унăн ывăлĕ те питĕ лайăх иккен. Эпĕ вара пĕртен- пĕр хĕрĕм çынсем пек туй туса качча каяйманнишĕн, авланнă арçынпа пĕрлешме шутланишĕн куççуль юхтаратăп...
ГАЛИНА.
ххх
АТТЕМПЕ аннем манпа мĕн те пулин сиксе тухасран çав тери хăраççĕ. Мана вĕсем каçхине урамра уçăлса çỹреме те кăларасшăн мар, çуралнă кунсене уявлама та, ташă каçĕсене те ямаççĕ. Вĕсем мана хуралçă пек сыхлаççĕ, пĕр каччăпа та калаçтарасшăн мар. Эпĕ ăçта та пулин хăнана кайсан ăсатса ярса кĕтсе илме пыраççĕ. Çавна пулах хамăр класс ачисем манран кулаççĕ, манăн туссем те çукпа пĕрех. Калăр-ха, тĕрĕс тăваççĕ-и манăн аттепе анне?
МАРИНА,
14 çулта.
ххх
МАНА пĕр каччă тăватă çул каяллах юратни çинчен пĕлтернĕччĕ. Чăнах та, СМСра юрату çырăвĕ çырмасть, хăйĕн туйăмĕсене те палăртмасть.
Нумаях пулмасть эпĕ тепĕр каччăпа паллашрăм, вăл та мана юратни çинчен калать. Мана çак каччă та килĕшет. Анчах икĕ каччăран хăшне суйласа илес-ши? Иккĕшĕ те - хитре, иккĕшĕ те - сăпайлă. «Шурăмпуç» кăларăм тусĕсем мана мĕнле канаш парĕç-ши!
АЛИНА.