СВОна - 90-мĕш гуманитари грузĕ
ÇАК кунсенче ятарлă çар операцине пулăшма Чăваш Республики 90-мĕш гуманитари грузĕ ăсатнă. Унта çак япаласем: УАЗ, Нива автомашинăсем, бензогенераторсем, огнетушительсем, маскировка сечĕсем, ĕçмелли шыв тата ытти те.
Груз хатĕрлеме «Пĕрле» фонд, Чăваш Енри Салтак çемйисен комитечĕ, «ZOV Вăрнар» волонтер ушкăнĕ, Патăрьел округĕнчи фермерсем тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пысăк пулăшу панă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.