Тивĕçлине - награда

Тивĕçлине - награда

Савăнмалли-мăнаçланмалли хыпар: Ярăслав кинне - Валентина Тихоновăна (Шупашкар хули) Чăваш Республикин «Анне» амăш мухтавĕн паллипе наградăланă.

Маларах Валентинăпа Иван Тихоновсене «Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланăччĕ. 2025-çулта вара вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнса «Ылтăн çемье» номинацире çĕнтерчĕç.

Валентина Евгеньевна - 5 ача амăшĕ. Вăл, виçĕреш çуратсан, республикăра чи малтан çемье ача садне йĕркелеме хăюлăх çитернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне аслисене - хисеплеме, вăйсăррисене пулăшма вĕрентеççĕ, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ кил-йыша туслăхпа пĕрлĕхре пурăнма лайăх витĕм кỹрет.

Валентина Евгеньевнăна сумлă наградăпа саламлатпăр, воспитани ĕçĕнче ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр. Мăшăр тата анне телейне самантсерен туйса тăмалла пултăр.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



17 июля 2026
14:06
Поделиться