Тухтăрсем яла пырсан
АС ТĂВАТĂП-ХА: ача чухне, медицина сестри шкула пырсан, укол тăвасран çав тери хăраттăмăр. Ун чух хальхи пек пĕр хут çеç усă курмалли хатĕр пулман, кĕленче шприца шыва ярса вĕретнĕ те пире шăлавара антарма хушнă. Çапла класри 27 ачана укол туса пĕтериччен чылай вăхăт иртетчĕ. Çакна шкулта: «Сывлăх кунĕ», - тетчĕç.
Халĕ - пачах урăхла. Пĕр хут çеç усă курмалли шприц та, ытти оборудовани те çителĕклĕ. Медицина ĕçченĕсем ачасен сывлăхĕшĕн уйрăмах тăрăшаççĕ. Чирлĕрех вĕренекенсене çирĕп контроле илнĕ, вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Сывлăх патне - утăм» проект та - халăхшăн тăрăшни. Тухтăрсем çитĕннисемпе пĕрлех ачасен сывлăхне те тĕрĕслеççĕ. Округ центрне кайса çỹремелле те мар - мобильлĕ сывлăх бригади графикпа ялтан яла çитет.
Акă июлĕн 9-мĕшĕнче район больницин тухтăрĕсем хăйсен пысăк чатăрне Карапай Шăмăршă ялĕнче вырнаçтарчĕç. Участокри Елена Федорова терапевт икĕ ял çыннисене те мобильлĕ пункт килесси çинчен маларах систернĕ. Çак кун Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи 104 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ.
Паллах, ăста специалист çын чирлĕ е чирлĕ маррине тỹрех чухлать. Акă паян та 63 çыннăн юн пусăмĕ нормăран пысăкрах пулни палăрнă. 48 пациентăн холестерин хисепĕ нумайланнă. 8 çын сахăр диабечĕпе чирлес хăрушлăх пур. 51 çыннăн виçи пысăкки те шухăшлаттармалла: çамрăклах самăрăлни каярахпа чĕре тата суставсен чирĕ патне илсе çитерме пултарĕ.
Тухтăрсем чир тупнипе çеç çырлахман, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе усăллă канаш та панă. 40 пациента вара терапевт районти тĕп больницăна килсе сывлăха тарăннăн тĕрĕслеттерме сĕннĕ.
Çакăн пек усăллă иртнĕ ялта Сывлăх кунĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.