Тăватă проект тавра - ĕçлĕ калаçу
ЮНКУН республикăра - çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те - черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Унта çак темăсене сỹтсе явнă:
- Чăваш Республикинче «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект мĕнле пурнăçа кĕни тата 2026-2027-çулсем валли палăртнă правилăсем.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне - утăм» социаллă проекчĕ.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Мирлĕ пурнăç патне - утăм» проекчĕ.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хĕвеллĕ çулла» проекчĕ.
Информаци кунне ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова, «Строймашсервис» ООО директорĕ тата ентешлĕх председателĕ Радимир Егоров килнĕ. Вĕсем округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Сатеевпа тата округри депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Юрий Ермолаевпа пĕрле администраци çуртĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă. Канашлура Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темисене анлăн сỹтсе явнă, тухса калаçакансем тăватă проект та çивĕч пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Çак кунах информаци ушкăнĕ Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темисемпе калаçу йĕркеленĕ.
Малтанах палăртса хунă вăхăтра информаци ушкăнĕ округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.
А.ПЕТРОВА.