Вырма ыйтăвĕ - тĕп вырăнта
ТЕПĔР темиçе кунтан уй-хирте вырма ĕçĕ те пуçланĕ. Пысăк яваплă çак тапхăра эпир хатĕр-и? Шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулнă та ĕнтĕ июлĕн 10-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ОООра ирттернĕ фермерсен канашлăвĕнче. Канашлу ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономикăпа ял хуçалăх пайĕн ертỹçи Татьяна Татарских ертсе пынă.
Фермерсем хĕрỹ тапхăр валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлес ыйтăва пĕр тăхтаса тăмасăр татса памаллине палăртнă, çĕнĕ тыррăн сутăн илмелли хакĕ пирки интересленнĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.