Владимир КУДРЯШОВ: «Белоруссем мана чи çывăх тăван пек йышăнчĕç»
ТИВĔÇЛĔ канăва тухсан пушă вăхăт та нумайланать. Хăшĕсем килти хуçалăхра сад ĕçĕпе аппа- ланаççĕ, пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ, кĕнеке çыракан та пур. Шăмăршăра пурăнакан Владимир Кудряшов вара автотуризма суйласа илнĕ. Çăмăл автомашина çине ларать те, инçе çула тухса, темĕн те пĕр курса çỹрет. Çак кунсенче çеç-ха вăл Беларусь Республикине кайса килнĕ, чунтан хумханса таврăннă. Çул çỹрев хыççăн автотурист «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине кĕрсе тухрĕ, журналистпа юнашар ларса тăванла çĕр-шывра курса çỹрени çинчен каласа пачĕ.
- Владимир Александрович, инçе çултан ăнăçлă таврăннă ятпа саламлатăп! Чăнах та, Белорусь Республики çинчен нумайăшĕ унта кустăрмаллă трактор туса кăларнипе çеç пĕлет...
- Çапла, Минскри заводра МТЗ трактор туса кăлараççĕ, çак техника Шăмăршă тăрăхĕнчи кашни фермерăнах пур темелле. Шанчăклă трактор: унпа çĕр çинче ĕçлеме те, вăрман турттарма та лайăх.
Техника пирки сăмах хускатрăр пулсан, Минскри трактор заводне ятарласах çитсе куртăм. Унта мотоблоксемпе мини-тракторсем те туса кăлараççĕ. Чăнах та, цехсене кĕртмеççĕ, çапах та Трактор музейĕ çав тери пуян пулнине каламаллах.
- Эсир Беларусь Республикинче унччен те пулнине пĕлетĕп. Çапах та çывăх çул мар вĕт-ха, тата Сире унта кĕтсе тăракан та çук пулĕ...
- Кĕтсе тăракан, ыталаса илекен çывăх çын пур. Вăл - 1978-1980-çулсенче Германире пĕрле службăра тăнă юлташ Анатолий Станкевич. Толя та ман пекех - пенсионер.
Эпĕ ăна 40 çул иртсен «Одноклассники» сайт урлă шыраса тупрăм. Çарти çирĕп туслăх, вăхăт нумай иртсен те, сĕвĕрĕлмен иккен: «служак» мана çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕ.
Малтанхи хут Беларусь Республикинче мăшăрăмпа - Лидия Леонтьевнăпа пултăмăр. Ун хыççăн пĕчченех çула тухрăм. Хальхинче арăмăн шăллĕпе пĕрле çитсе куртăмăр.
- Мĕн килĕшрĕ-ха Сире ытларах кỹршĕллĕ çĕр-шывра?
- Çыннисем - ырă кăмăллă, ĕçчен. Раççей халăхне хисеплеççĕ, юратаççĕ. Тата хуласенче питĕ тирпейлĕ. Урамра сигарет тĕпĕ йăваланса выртнине кураймăн. Пур çĕрте те - йывăç тата тĕм, хитре чечек. Фонтансем çине пăхма та кăмăллă.
Хуласенче асфальт «модăра» мар, брусчатка сарнă. Курасчĕ Сирĕн, епле илемлĕ вăл çумăр çуса иртнĕ хыççăн!
- Владимир Александрович, Эсир Брест крепоçĕнче, Беловежск пущинче, Хатыньри Мемориал комплексĕнче пулса курнине, чăннипех те, ăмсанатăп. Çак вырăнсене çитсе курма мĕн чухлĕ ĕмĕтленнĕ эпĕ. Шел, ĕмĕтĕм пурнăçа кĕреймерĕ. Эсир каласа панине итлесе чуна лăплантарам хуть...
- Брест крепоçне 1941-çулхи паттăрлăхшăн «Крепость - герой» ят панă. 2024-çулта ăна ЮНЕСКО тĕнче еткерлĕхĕн списокне кĕртнĕ. Крепоçăн сакăр хапхинчен пиллĕкĕшĕ упранса юлнă.
1941-çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистсем крепость çине артиллерипе вăйлăн пеме пуçланă. Кашни кунах крепость хỹтĕлевçисен тăшманăн 7-8 атакине сирсе ывăтма тивнĕ. Июлĕн 23-мĕшĕнче, вăрçăн вăтăр иккĕмĕш кунĕнче, Брест крепоçĕн юлашки хỹтĕлевçи пурнăçран уйрăлса кайнă.
Крепость стени çине штыкпа чĕрсе: «Я умираю, но не сдаюсь. Прощай, Родина. 20.VII.41» тесе çырнине вуларăм та, куçăма куççуль капланса килчĕ. Çак крепоçа хỹтĕлеме пирĕн Шăмăршă округĕн çыннисем те хутшăннă вĕт-ха, нумайăшĕ паттăрла çапăçса вилнĕ.
Чуна хумхантаракан тепĕр экскурси - «Хатынь» Мемориал комплексне кайса курни. 1943-çулхи мартăн 22-мĕшĕнче партизансене пулăшнăшăн фашистсем Хатынь ялĕнчи 149 çынна - çав шутра 75 ачана - чĕрĕллех çунтарса янă. 118- мĕш полици батальонĕнчи карательсен пысăк пайĕ бандеровец пулнă, вĕсем хальччен тĕнче курман тискерлĕхпе палăрнă....
Тăванла масарта шурă мрамортан Ас тăвăм пуç кăшăлĕ (Венец памяти) туса лартнă, унта çак трагедире вилнисен ятĕнчен чĕррисем патне çырнă йĕркесем чуна хускатаççĕ:
«Люди добрые, помните: любили мы жизнь, и Родину нашу, и вас, дорогие.
Мы сгорели живыми в огне.
Наша просьба ко всем:
пусть скорбь и печаль обернутся в мужество ваше и силу,
чтобы смогли вы утвердить навечно мир и покой на Земле.
Чтобы отныне нигде и никогда в вихре пожаров жизнь не умирала!»
Хатыньре кашни 30 çеккунтрах чан сасси янăрать, çынсене миршĕн кĕрешме чĕнет.
Беловежск пущинче пулса курни те чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕ. Çак Наци паркĕ 150083 гектар йышăнать, кунта туристсем килсех тăраççĕ. Парк территорийĕнче белоруссен Хĕл Мучийĕн çурчĕ те вырнаçнă.
Чуна ыраттараканни те пур: 1991-çулта правительствăн Вискули резиденцийĕнче Беловежск килĕшĕвĕ çине алă пусса СССР арканни çинчен пĕлтернĕ.
Маларах каларăм ĕнтĕ, белоруссем пире питĕ çывăха хураççĕ, Раççейри пурнăç çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Ял çынни пулнă май, кунти выльăх-чĕрлĕх фермине те çитсе куртăм. Пирĕнни пекех ĕçе юратакан халăх пурăнать ялсенче. Тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ĕне, сурăх, сысна усраççĕ; чăх-чĕппе кайăк-кĕшĕк те йышлă.
Белоруссем пирĕнпе вырăсла калаçаççĕ. Эпир чăваш пулнине пĕлсен, пирĕн халăх хăш тĕлерех пурăнни çинчен ыйтрĕç. Ватăраххисем Чапаева, куç тухтăрне Федорова пĕлеççĕ, Атăл юхан шыва вара çамрăксем те юратаççĕ.
Анатолий Станкевич та, унăн çывăх çыннисемпе кỹршисем те чăваш халăхне хĕрỹллĕ салам калама ыйтрĕç. Вăхăт тупса, «служак» хăй те пирĕн тăрăха килсе курасшăн.
- Тавах, Владимир Александрович, интереслĕ калаçушăн. Çитес çул çỹревпе Эсир Китая çитсе курасшăн тесе çынсем тĕрĕсех калаççĕ-ши?
- Шỹтлеççĕ ĕнтĕ (кулать). Сывлăх пур чух мĕншĕн çул çỹремелле мар? Эпĕ Шăмăршă тăрăхĕнче пурăна- кансене туризмпа тата спортпа туслă пулма чĕнсе калатăп.
Туристсем çинчен çырнă çак сăвă мана питĕ килĕшет:
«То горы, то реки, лесной перевал -
Турист, где только ты не бывал!
Романтикой полон твой каждый поход,
Ты с ветром и речкой встречаешь восход!»
Калаçăва Ив.САЛАНДАЕВ йĕркеленĕ.