Волонтер - иксĕлми хăват!
Маншăн - ятарлă çар операцийĕн участникĕшĕн, стратеги тĕллевлĕ çул-йĕре сыхлакан салтакшăн - çак пулăмсем аса илỹ пек çеç мар, çарти юлташсемпе çумма-çуммăн утса тухнă йывăр тапхăрăн пĕр пайĕ пек асăмра йĕрленнĕ.
... 2023-çулхи май уйăхĕ. Украина «аслă контрнаступлени» пуласси пирки пĕлтернĕ чухне эпĕ çарти туссемпе пĕрле Краматорск - Соледар енчи çулсене сыхларăм. Ку - хаяр тытăçу пулчĕ: кунсерен тенĕ пекех пирĕн тĕп пунктсем пĕрин аллинчен теприне куçса тăчĕç.
Тăшман пирĕн позицисем çине артиллерипе минометсенчен татти- сыпписĕр вут-хĕм тăкрĕ. Унтан штурмсем пуçланчĕç. Нацистсен вĕçĕмсĕр сĕрлевлĕ «вĕçен кайăкĕсен» айĕнче тунă хỹтлĕх вырăнĕсем турпас пек сывлăша вĕçрĕç. Аманнă юлташăмăрсене сĕтĕрсе, каялла чакатпăр. Тăшмана пытанма памарăмăр, пиртен туртса илме хăтланнă япаласене хамăртах хăварма пултартăмăр. Хăрушă çапăçусем пычĕç, темиçе уйăха та тăсăлчĕç вĕсем...
Типсе çуркаланнă çĕре каллех кĕреçепе, алă вĕççĕн, ал айне лекнĕ япалапа чавса-чакаласа хỹтĕленмелли вырăн турăмăр. Пуç çийĕн вара тăшман дронĕсем вĕçме чарăнмарĕç. Виçшерĕн пухăнса çĕр чавнă тĕл дронсен мишеньне çаврăнчĕ. Ку - пурнăçăн тискер чăнлăхĕ, куçа хупса, алă усса лармалли самант мар!
Пĕртен-пĕр çăлăнăç - маскировка сетĕнче. Вăл - хỹтлĕх карри кăна мар, пурне те «куракан» тăшман «вĕçен кайăкĕнчен» хỹтĕленмелли çирĕп щит та. Дронсем «çулса» тăкнă вăрман тăрăхĕсем хушшинчи пирĕн позицисене тăшман аркатассинчен маскировка сечĕсем шанчăклă хỹтĕлеççĕ. Çак хỹтлĕх чатăрĕ айĕнче, пĕр-пĕрин пурнăçне сыхласа хăварас тесе, çĕр çумне çыпçăнтăмăр. Унтан, çĕнĕрен çĕкленсе, каллех çапăçма пуçларăмăр. Маскировка сечĕ - пурнăçа упрамалли символ пек асăмăра кĕрсе вырнаçрĕ. Ун айĕнче окоп чаватпăр, позицийĕмĕре тытса тăратпăр, пĕр-пĕрин пурнăçне сыхлатпăр.
Çапла, вăрçăра гуманитари пулă- шăвне нимпе виçме-хаклама çук. Кам лăпкăлăхра та тăнăçлăхра пурăнать, уншăн кранран шыв юхни, таса çи-пуç - кулленхи пурнăç йĕрки. Вăрçăра вара... Гражданкăри вак-тĕвек ылтăна çаврăнать, пурнăç çăлăнăçĕ пулса тăрать: лайăхрах лару-тăрура 1,5 литрлă пластик савăтри шыва талăк хушшинче сыпкăмшар ĕçме те, пылчăклă-çунăклă çăвара чỹхеме те, сурана çума та усă куратăн. Нỹрĕ салфетка (ал шăлли) - гигиена хатĕрĕ çеç мар, 30 градуслă шăрăхра тăварлă тар тумламĕсене тусанлă пит-куçран шăлса илме май тупса паракан çăлăнăç та.
Таса нускипе аялти йĕм - окопра пурăнаканшăн чăн-чăн ырлăх! Çи-пуçа çумăр шывĕ пухсан кăна çума май килет. Шутлăр, тăварлă тарпа касăлнă, тусанпа-пылчăкпа вараланнă, юнпа хытнă, тĕтĕм-çунăк «çăтнă» тумтирпе эрнешер çỹретпĕр... Ак тылран нỹрĕ салфетка, таса нускипе аялти йĕм çитет! Ку - çынлăх палли! Хăвна вара вăрçă тамăкĕнче ÇЫН пек туйса илетĕн...
СВО волонтерĕсем этемлĕхĕн чи пысăк хаклăхне - шеллеве, чунлăха, çынна ырă тăваслăха - кăтартаççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕ - Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп пулма, тăшмана пĕр шелсĕр хирме, çавна май Çĕнтерĕве çывхартма пулă- шакан иксĕлми хăват. Вăл - ПАТРИОТИЗМ!
Мир салтакĕ.