Ача çуртне - пулăшу

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Гелия Хамдеева «кĕмĕл» волонтер çинчен хаçатра унччен те çырнăччĕ. Гелия Керимулловна СВОна гуманитари пулăшăвĕ леçес тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартать. Çар госпиталĕсене те пысăк пулăшу парать.

Çак кунсенче Гелия Хамдеева Канашри ача çуртне 483 тĕрлĕ япала леçнĕ, парне туянма ăна Надыр (хушаматне асăнма хушмарĕ) спонсор пулăшнă. Парне сумккисенче - хĕр ачасем валли 8 кĕпе, 311 блузка, 135 водолазка, çăмран çыхнă 28 мăшăр чăлха тата ытти те.

Маларах Гелия Хамдеевăпа Надыр спонсор Шупашкарти ача çуртне те парнепе савăнтарнăччĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



24 июля 2026
12:32
Поделиться