«Эй, хурлăхан, шутсăрах сĕтеклĕ хурлăхан...»

«Эй, хурлăхан, шутсăрах сĕтеклĕ хурлăхан...»

Утă уйăхĕ çырларан пуян. Çĕр çырли, хурăн çырли, хура çырла, крыжовник, чие... Мĕнле кăна çырлапа савăнтармасть-килентермест пире çут çанталăк! Çырла татасси-пухасси - ачасемшĕн ырлăх та, çав хушăрах ĕç те.

... Шăмăршăпа Çĕнĕ Шăмăршă ялĕсем хушшинчи хурлăхан плантацийĕ. Ултă гектар çĕр лаптăкне йышăнать вăл. Ăна пăхса тăраканни - Андрей Миронов фермер. Çырла ĕрчетес ĕçе 2024-çулта пуçарса янă вăл. Ку ĕçе чĕртсе тăратмалăх патшалăхăн грантне çĕнсе илни Андрей Анатольевича сисĕмлĕ пулăшу панă. Фермер хурлăхан хунавĕсем, МТЗ-80 трактор туяннă. Кăçал пылак çимĕçе пĕрремĕш хут татаççĕ. Тĕллев - пĕр гектар çĕр пуçне икĕ тоннăран кая мар хурлăхан пухса илесси. Татнă çырлана сутуçăсем килсе туянаççĕ, ăна пасарта сутма усă кураççĕ.

Çырла татма хĕрарăмсем ĕçе кайиччен е ун хыççăн пухăнаççĕ. Аслисемпе пĕрле шкул ачисем те кунта тăрăшаççĕ. Вĕсем: фермерăн ывăл-хĕрĕ - 9 класс пĕтернĕ Алинăпа 4-класа куçнă Семен, Артур Емельянов (9 кл), Милана Емельянова (1 кл), Олеся Петрова (5 кл). Çамрăк ăру çырла татас-пухас ĕç мелне хăвăрт алла илнĕ. Кунта тирпейлĕх те, хăвăртлăх та кирлине кашнийĕ лайăх ăнланать, ĕçе тĕплĕ тума тăрăшать.

Зинаида СВЕКЛОВА.



24 июля 2026
12:28
Поделиться