«Эп çыхнă хỹтлĕх карри ывăлăмпа юлташĕсене усă кỹтĕр...»

«Эп çыхнă хỹтлĕх карри ывăлăмпа юлташĕсене усă кỹтĕр...»

Анат Чаткасри Ольга Зиновьева - волонтер ушкăнĕн хастар членĕсенчен пĕри. Маттур хĕрарăмсемпе пĕрле вăл тăтăшах маскировка сетьне çыхма çỹрет. Хăюсене, тĕвĕ хыççăн тĕвĕ туса, тăшман куçĕ уйăрайми эрешсем ăсталать. Вĕсен çумне, сĕвемĕн-сĕвемĕн, чун-чĕре ăшшине хушать. Ылтăн алăллă хĕрарăмăн тĕллевĕ пĕрре - нацистсене хирĕç кĕрешекен салтакăмăрсен пурнăç условийĕсене çăмăллатасси, хỹтĕлевçĕмĕрсене хавхалану, тĕреклĕх кỹресси.

Ольга Николаевнăн Алексей ывăлĕ - СВО участникĕ. Мобилизаци йĕркипе 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнчĕ. Раççей салтакĕ тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн паттăррăн çапăçать. Амăшĕ вара ывăлĕпе çарти юлташĕсене пулăшассишĕн ырми-канми тимлет. Хỹтлĕх карри çыхнисĕр пуçне ытти гуманитарияпали хатĕрлет. Вĕсем фронта, ун çывăхĕнчи территорисене тата госпитальсене çитнишĕн чунтан савăнать.

Ольга Зиновьева маларах Анат Чаткас шкулĕнче поварта вăй хучĕ. Общество хастарĕ. Ялăн Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективне тата уйрăм çынсене тĕрлĕ шайри уяв-конкурса тăратмашкăн тутлă блюдăсем хатĕрлеме пулăшать. Çавăн пекех вăл субботниксенче хастарлăх кăтартать.

Салтаксене пулăшассине вара чи пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хурать. Патриотизмпа хĕмленекен Хĕрарăмăн, чăн-чăн Амăшĕн пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуçа таятпăр.

Зинаида ВОРОБЬЕВА.



24 июля 2026
12:19
Поделиться