Фермăсем пĕрремĕш çур çулта çапла ĕçленĕ

КĂÇАЛХИ январь-июнь уйăхĕсенче округри мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсем 1257,3 тонна аш-какай (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 114,0 процент), 4965,8 тонна сĕт (79,6 процент) туса илнĕ.

Сĕт сăвасси чакнин тĕп сăлтавĕ - ĕнесен йышĕ сахалланнинче. Округри мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсем паян 5027 пуç мăйра- каллă шултра выльăх (87 процент), çав шутра 1573 пуç сăвăнакан ĕне (79,4 процент) усраççĕ. Фермер хуçалăхĕсенче 450 пуç сăвăнакан ĕне шутланать (79,1 процент).

Выльăх-чĕрлĕх йышне чакарас çул çине тăни - начар тĕслĕх. Сĕт тата аш-какай туса илмесен, урăх мĕнле майпа аталанасшăн-ши пирĕн фермерсем?

И.МИХАЙЛОВ.



24 июля 2026
12:12
Поделиться