Головинскийсен çемйи - муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерỹçи
Çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕ савăнтарать Шăтăк-путăка контроле илнĕ ÇАК кунсенче Шăмăршăра чаплă лару-тăрура «Çулталăк çемйи» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерỹçисене чысланă. «Конкурс çĕнтерỹçи» тесе Палтиел ялĕнчи Вероникăпа Дмитрий Головинскийсен çемйине йышăннă. Вероника Николаевнăпа Дмитрий Геннадьевич, республикăри тапхăра хутшăнса, Шăмăршă округĕн чысне хỹтĕлĕç. Маттур кил-йыша ăнăçу сунатпăр.