Хăçан: «Шăмăршă хăмли, чи хăватли!» - тесе юрлăпăр-ши?
ПАЛЛĂ ĕнтĕ, тĕш тырă туса илнипе кăна округ экономикине çĕклеме йывăр. Фермерсен кĕлечĕсенче паян вун-вун тонна тырă выртать, хакĕ пысăк пулманнипе, çĕр ĕçченĕ çитĕнтернĕ продукцие сутасшăнах мар. Тупăш пулмасан, сутнин усси те сахал.
Выльăх-чĕрлĕх усраса та пуяймарăмăр: сĕт хакĕ йỹнĕ пулнипе, фермерсем сăвăнакан ĕне йышне чакарас çул çине тăчĕç.
Шăпах çакăн пек кăткăс лару-тăрура ĕнтĕ округ ертỹçисем манса кайнă культура - хăмла çинчен аса илчĕç. Хăмла ĕрчетсен, продукцие сутса тупăш илме те, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме те май пур тесе шутлаççĕ. Çапла вара хăмлана - Христос вилсе чĕрĕлнĕ пек - çĕнĕрен чĕртсе тăратасшăн.
Шухăшĕ, чăнах та, питĕ лайăх. 2030-çулччен Шăмăршă округĕнче хăмла лаптăкне 60 гектара çитерме палăртнине те ырламалла.
Паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ-ха: çĕр ĕçĕнчен тупăш илес тесе, районти колхоз- семпе совхоз тем те çитĕнтерсе пăхнă. Акă утмăл çул каялла Шăмăршă районĕ 146 гектар - нимĕç пăрçи, 207 гектар - кантăр, 924 гектар - сахăр чĕкĕнтĕрĕ,145 гектар - вир, 625 гектар çĕр улми çитĕнтернĕ. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ çумĕнче - 6 гектар, Энтĕ рьел ялĕпе юнашар 8 гектар хăмла лартса ỹстернĕ. Шăмăршă тата Энтĕрьел ялĕсенче хăмла типĕтекен сушилкăсем туса лартнă.
Каярахпа Кивĕ Шăмăршă тата Васан ялĕсем çумĕнче - пурĕ 8 гектар - хăмла плантацийĕсем йĕркеленĕ. Васан ялĕнче ЧХ текен хăмла сушилкине ĕçе янă.
Районта «Шемуршинский» тата «Гвардеец» совхозсем, Киров ячĕллĕ, «Восход», «Правда» колхозсем хăмла çитĕнтерме пуçланă. Чăнах та, тухăçĕ савăнтарман: кашни гектартан вăтамран 0,6 центнер çеç пуçтарса илейнĕ.
1970-1983-çулсенче «Шемуршинский» совхоз хăмла лаптăкне 22 гектар таран ỹстернĕ. Хăмла пахчи Энтĕрьелĕнче - 10, Çĕнĕ Шăмăршăра - 6, Кивĕ Шăмăршăра - 4, Васан ялĕ çумĕнче 2 гектар йышăннă. «Шемуршинский» совхоза кура, асанкассисем те пысăк хастарлăх кăтартса хăмла ĕрчетме тытăннă. Палтиелсем те кая юлас темен: ятарласа Шăмăрша килсе курнă хыççăн çак культурăна темиçе гектар ĕрчетме шутланă.
Хăмла историне эпĕ ахальтен аса илмерĕм. Ăна ĕрчетсе пирĕн совхозсемпе колхозсем çука юлман: кашни çулах тенĕ пек, продукцие патшалăха сутса тупăш курнă.
Çавăнпа та округа ертсе пыракансем хăмлана малашлăх культури тесе хакланине эпĕ пĕрре те сивлеместĕп. Проекта финанс енчен тивĕçтермешкĕн бизнеса явăçтарма шутлани те - лайăх шухăш. Хăмла ĕрчетессине тата типĕтессине йĕркелесе яма, малтанласа палăртнă тăрăх, сахалтан та 250 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. «Тимĕре хĕрнĕ чухне туптаççĕ», - тенĕ пек, хавхалану пысăк вăхăтра пĕр тăхтаса тăмасăр 8 участок валли аукцион ирттермелле. Округ администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак йывăр ĕçе пуçăнма хăраман инвестора та шыраса тупнă. Инвестор Шăмăршă çĕрĕ çинче тухăçлă хăмла çитĕнтерме май пуррине ĕненни те шанăçа ỹстерет.
Ĕç вăйĕ-и? Укçине лайăх тỹлесен, хăмла пахчинче тăрăшакансем тупăнаççех. Пирĕн халăх - ỹркенекен йышши мар. Таçта аякра ĕç шыраса çỹриччен, хамăр округрах вăй хурсан пуриншĕн те лайăх.
Тĕрлĕ шайри бюджета налук укçи ытларах кĕме пуçлĕ, округ экономикинче ял хуçалăхĕнчен кĕрекен тупăш шайĕ 20 процент е ытларах та пуласса шанма пулать.
Уявсенче: «Шăмăршă хăмли, чи хăватли!» - тесе юрлас вăхăт тепĕр 3-4 çултан çитессе кĕтетпĕр. Кĕтнипе кăна мар, мĕн шухăшлани пурнăçа кĕтĕрччĕ тесе тăрăшар.
Ив.САЛАНДАЕВ.