«Ыйтăвĕ - нумай, укçи сахалрах...»
ПАЛТИЕЛ ял территори уйрăмĕнчи граждансен пухăвĕнче «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа 2027- çулта тумалли ĕçсене сỹтсе яврĕç. Ял çыннисен сĕнĕвĕсем пурте вырăнлă тата кирлĕ: Палтиелĕнчи чăваш пайĕн масарĕ патĕнчи çула юсамалла, çак ялти Победа урама асфальт сармалла, Патирекри Чапаев урамĕнчи сарăлса ỹсекен йывăçсене касса тикĕслемелле, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ял-йыша асăнса лартнă палăка юсаса илемлетмелле тата ытти те.
- Ыйтăвĕ - нумай, укçа-тенкĕ çеç сахалрах, - палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов. - Пурте халăх ăнлануллă пулнинчен, тăван ялшăн вăй çитнĕ таран тăрăшнинчен килет.
Пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртме патшалăх нумай пулăшать, анчах чăн малтан проектăн пĕр пайĕ валли халăх укçи те кирлĕ.
Пухура тухса калаçнисем «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн сарса ярса çывăх вăхăтрах укçа-тенкĕ пуçтарассине йĕркелеме йышăнчĕç.
Пуху ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев хутшăнчĕ, умри задачăсене çивĕчлетсе сăмах тухса каларĕ.
И.МИХАЙЛОВ.