Июлĕн 28-мĕшĕнче Хайпăлара мĕн пулать?

ЧĂНАХ ТА, мĕнле мерояприяти иртĕ-ши июлĕн 28-мĕшĕнче вăрман хĕрринчи пĕчĕк ялта?

- Хайпăлара-и? - ыйту çине ыйтупах хуравларĕç округри Централизациленĕ клуб тытăмĕнче ĕçлекенсем. - Кустăрма çинчи концерт пулать, акă мĕн!

«Кустăрма çинчи концерт» мĕне пĕлтернине пĕлетпĕр-ха. Нумай функциллĕ мобильлĕ культура центрĕ - пурте ăнланмалларах каласан, автоклуб вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хаваслă çулла» проектне хутшăнса, Централизациленĕ клуб тытăмĕнче ĕçлекенсем округри пĕчĕк ялсене концертпа тухса çỹреççĕ. Халĕрех кăна-ха автоклуб Канаш паççулккинче пулчĕ, ватти-вĕттине савăнăç парнелерĕ. Июлĕн 28-мĕшĕнче вара артистсем Хайпăла ялне çитеççĕ. Ăшă кăмăллă тĕл пулу кăнтăрла 11 сехетре пуçланать.

Программăра: пултарулăх коллективĕсен концерчĕ, ал ăстисем мастер-класс кăтартни. Çамрăксемпе ачасем валли эстрада ташшин композицийĕ те пулĕ.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: июлĕн 28-мĕшĕнче - ытларикун - Хайпăлара юрă-ташă уявĕ пулать, 11 сехетре пуçланать. Артистсем сире тỹсеймесĕр кĕтеççĕ!

Ив.АНАТКАС.

 

Шухăш

Лидия Викторова,

пенсионерка,

Канаш паççулккинче пурăнакан: -

Тутарстан ялĕсем хушшинче пурăнатпăр пулин те, хамăра Чăваш Республики хисепленине туйсах тăратпăр. Акă июлĕн 21-мĕшĕнче пирĕн паççулккăна Шăмăршăран автоклуб килсе çав тери савăнтарса хăварчĕ. Тупата, Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая мар! Пирĕн пĕчĕк ялта пурăнакансемшĕн урамри çак концерт яланлăхах асра юлĕ. Аякри ялсене çакăн пек пысăк чыс-хисеп тунăшăн эпир Чăваш Республикипе Шăмăршă округне ертсе пыракансене чĕререн тав тăватпăр.



24 июля 2026
12:18
Поделиться