Карапайра асфальт сараççĕ
ПУРНĂÇРА япăххине кăна курма хăнăхнисем пирĕн округра лайăххи ним те çук теме пăхаççĕ. Паян вĕсене каллех пăшăрхантарас килет: пур лайăххи, кашни кунах ырă хыпар пĕлетпĕр!
Акă паян Карапай Шăмăршăри Советская урамра - 1-18-çуртсем патĕнчи участока - асфальт сараççĕ. Çавăн пекех Калинин урамĕнче те - 29-37-çуртсем патĕнче - хĕрỹ ĕç пырать.
Тата тепĕр çĕнĕ хыпар: А.Н.Макарова уйрăм предприниматель Карапай Шăмăршăри Победа урамне те асфальт сарма пуçăнчĕ.
Хулари пек илемлĕ те шанчăклă çул тăвасси «Ниме - Халăх бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Ял çыннисем иртнĕ çул çак урамсене асфальт сарма ыйтса пуçару тунăччĕ. Патшалăх пулăшнипе, халăх тăрăшнипе Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсем çĕнелсе-илемленсе пыраççĕ. Ĕненмесен - килсе курăр, ĕçчен çынсен сире кăтартмалли тем те пур!
С.ИВАНОВ.
Шухăш
Валерий ЛУКЬЯНОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ,
Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕскер:
- Эпир ача чухне Карапай Шăмăршă пылчăк çăрăлакан ял пулнă, клуба та атă тăхăнмасăр çитме çукчĕ. Шкул ачисем те кĕрлĕ-çурлă тапхăрта ураран атă хывман. Халĕ пирĕн ял - пĕчĕк хула пекех. Урам хыççăн урам асфальтлă пулать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме - Халăх бюджечĕ» проекчĕпе ырă ĕç тата та нумай пулĕ-ха. Ăнăçу сунатăп сана, тăван ял-йышăм!