Кашни ырă ĕç - халăхшăн тăрăшни

ЧАТКАС тăрăхĕнчи халăх мĕн ĕлĕкрен ĕçри хастарлăхпа палăрса тăнă. Икĕ ялпа икĕ паççулккăна пĕрлештернĕ «Восход» колхоз районта малта пынине аслă ăру çыннисем мухтанса аса илеççĕ. Тыр-пул тухăçĕпе те, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе те чаткассем ырă тĕслĕх кăтартатчĕç. Михаил Ухваркин председатель, çынсем çывăрса тăриччен, пĕтĕм колхоза курса-тĕрĕслесе çаврăнни çинчен ваттисем çамрăксене кала-кала параççĕ.

Ял хавалĕ халĕ те чакман. Чăнах та, вырăнти фермерсем выльăх- чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлемеççĕ, анчах çĕр ĕç продукчĕсем туса илессипе округра малта пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи Акатуйра Елена Пондякова, Петр Майоров, Андрей Юнкеров фермерсем окру- гăн чи пысăк наградине - Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Тирпей-илем конкурсне пĕтĕмлетнĕ чухне те ял ятне мухтаса асăнчĕç. Анат Чаткас ял территорийĕн уйрăмĕ «Территорисене хăтлăх кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен чи лайăх территори уйрăмĕ» номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Чаткассене бензинпа ĕçлекен çава парнелерĕç.

- «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект ĕçлеме пуçланăранпа пирĕн тăрăхра нумай ырă ĕç тума май килчĕ, - тет ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова. - 2025-çулта - виçĕ пуçару проектне, 2026- çулта тăватă проекта пурнăçа кĕртме пултартăмăр.

«Ниме - Халăх бюджечĕ» программăри проектсенчен ытларахăшĕ çул юсассипе çыхăннă. Çакна ăнланмалла та: лайăх çул ялпа ял хушшинче те, урамра та кирлĕ. «Асаттесем пылчăк çăрни те çитет, пирĕн ачасемпе мăнуксем асфальт çулпа утчăр», - çапла шутлаççĕ чаткассемпе паççулккăсенче пурăнакансем.

Пĕлтĕр, акă Анат Чаткасри Чапаев тата Максим Горький урамĕсенчи çула, Тури Чаткасри масар патне пымалли çула юсама вăй çитернĕ. Кăçал Хĕрлĕ Васан паççулккинчи пĕр урамри çула юсама, Анат Чаткасри Чапаев урамне тирпей-илем кĕртме, ялти Культура çуртĕнчи пушар сигнализацине çĕнетме, Максим Горький паççулккинчи масар çинче пĕчĕк пỹрт туса лартма йышăнни пурнăçа кĕрет.

Анат Чаткас чиркĕвĕн тăррине юсаса ылтăн купол вырнаçтарни те - халăхпа пĕрле килĕштерсе тунă ырă ĕç.

Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар, малашлăх пирки те шутла- малла. 2027-çулта «Ниме - Халăх бюджечĕ проектпа мĕн-мĕн тума пулать-ха? Çак ыйту тавра калаçнă та ĕнтĕ иртнĕ кунсенче ялти граждансен пухăвĕнче. Пуху ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев хутшăннă.

Çитес çул Анат Чаткасри Чапаев урамне тирпей-илем кĕртессипе малалла ĕçлемелле тесе шутлаççĕ çак тăрăхра пурăнакансем. Халăхран укçа-тенкĕ пуçтарма та хирĕç мар. Тури Чаткасра та пурне те савăнтаракан ĕç тумалла: яла пырса кĕнĕ çĕрте хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен стелла вырнаçтармалла.

Хĕрлĕ Васан паççулккинче пурăнакансем вара ял масарĕнчи çỹллĕ йывăçсене касса тасатма ыйтаççĕ.

Ытти сĕнỹсем те пур: пĕвене юшкăнран тасатса кану вырăнĕ тумалла, унччен сарнă асфальт çула юсаса тухмалла, тирпей-илем конкурсне килес çул та хастар хутшăнмалла...

- Ял çыннисен хастарлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп, - çапла хавхаланса калаçнă округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев. - Сирĕн пуçарăвăрсене эпĕ ырлатăп. Ман шутпа, халăх тăрăшсан, патшалăх пулăшăвĕ пулатех!

Ив.САЛАНДАЕВ.

 

Шухăш

Светлана СИНЕЛЕВА,

Анат Чаткасри волонтер:

- Мана çакă савăнтарать: пирĕн ял территори уйрăмĕнче кашни çулах темиçе ырă ĕç тăвăнать. «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект ĕçлеме тытăннăранпа çулсем асфальтпа витĕнеççĕ, ача-пăча вылямалли площадкăсем хута каяççĕ тата ытти объектсем çĕкленеççĕ. Патшалăх пулăшнипе, халăх тăрăшнипе ял сăн-сăпачĕ илемленет, кашни ырă ĕç çынсен кăмăлне çĕклет.



24 июля 2026
12:12
Поделиться