Кино - уçă пĕлĕт айĕнче

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Чăваш Енри хĕвеллĕ çулла» программăпа килĕшỹллĕн, республикăра «Кино - уçă пĕлĕт айĕнче» проект малалла ĕçлет.

Çак кунсенче Шăмăршă округĕнчи Централизациленĕ клуб тытăмĕ куракансене тепĕр фильмпа савăнтарчĕ. Культура керменĕ умĕнчи лапамра каçхине «Суворовец, 1944» фильм кăтартрĕç. Патриотизм темипе ỹкернĕ çак фильма çитĕннисем те, ачасем те чунтан хумханса пăхрĕç.



24 июля 2026
12:14
Поделиться