Кирпĕч те çапнă, çăкăр та пĕçернĕ...
Шел те, çаксем пурте район энциклопедине çеç кĕрсе юлчĕç
ШĂМĂРШĂРА темиçе лавккара та çăкăр сутаççĕ. Ялсене те çăкăртан татăк тăратмаççĕ. Ăçтан кăна илсе килмеççĕ-ши ăна? Шупашкартан, Çĕмĕрлĕрен, Канашран, Комсомольскинчен, Патăрьелĕнчен...
«Мĕн, Шăмăршăсем çăкăр пĕçерме пĕлмеççĕ-им?» - ыйтнăччĕ манран хуларан килнĕ пĕр юлташ.
«Пĕлеттĕмĕр те, манса пыратпăр ĕнтĕ, - хуравларăм ăна. - Юлашки пекарньăна хăçан хупнине те манса кайрăмăр».
Чăннипе вара Шăмăршă районĕнче малтанхи пекарньăсем 90 çул каяллах - 1936-çулта - уçăлнă. Пăчăрлă Пашьелĕнче - ялпо пекарни, Шăмăршăра - вăрманпромхозăн ОРС пекарнипе ялпо пекарни, Фабрика тата Кучек паççулккисенче - вăрманпромхоз пекарни пулнă. Вĕсем - çав вăхăтри хакпа шут- ласан - çулталăкра 366,5 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.
Пекарньăсем çеç мар, районта ытти предприяти те ĕçленĕ. Шăмăршăра - сĕт-çу завочĕ, «Труженник» колхозăн кирпĕч завочĕ, райĕçтăвкомăн хăма çура- кан цехĕ, Вырăс Чукалĕнче - «Красный партизан» колхозăн кирпĕч завочĕ, Ярăславра - «Пламя труда» колхозăн кантăр çăвĕ хатĕрлекен цехĕ, Улмаллăра - «Маяк революции» колхозăн ĕне çăвĕ хатĕрлекен цехĕ халăх ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ.
Шăмăршăри хăма çуракан цехра - 47, сĕт-çу заводĕнче - 10, кирпĕч заводĕнче 6 çын вăй хунă.
Вырăнти промышленность аталансах пынă. 75 çул каялла районта - вăрманпромхоз, промкомбинат, апат-çимĕç комбиначĕ, райтоп, хими вăрман хуçалăхĕ, сĕт-çу завочĕ, машинăпа трактор станцийĕ (МТС), «Искра» артель, «Прогресс» артель тата типографи продукци туса кăларнă. Çак предприятисенче 900 çын ытла тăрăшнă.
Ас тăватпăр-ха, Шăмăршăри кирпĕч завочĕ сезонра кăмакаран 3 миллион ытла штук кирпĕч хĕртсе кăларатчĕ, кунта 40-е яхăн çын вăй хуратчĕ.
Районта çĕнĕ завод тăвас ыйту та хускалнăччĕ. Проектпа заводăн çулталăкра 25 миллион штук кирпĕч хĕртсе кăлармалла пулнă. Шел, самана пăтрашăвĕнче завод тăвас ыйту манăçа юлчĕ. 2001-çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче вара завод трубинчен тĕтĕм тухма та пăрахрĕ. Çĕнĕ завод валли пин-пин тенкĕ парса туяннă оборудовани куç умĕнчех саланса пĕтрĕ.
Кирпĕч завочĕ аркану пуçламăшĕ çеç пулчĕ çав: хыççăнах - апат-çимĕç комбиначĕ, промкомбинат, «Сельхозхими», «Сельхозтехника» предприятисем, райпо саланчĕç. Пекарньăсенчи çăкăр пĕçермелли формăсемпе чуста çăрмалли хурансене те «çук» турĕç. Вăрман хуçалăхĕн хушма цехĕпе Карапай Шăмăршăри вăрман пункчĕн темиçе теçетке станокне тимĕр-тăмăра ăсатрĕç. Промкомбинатăн унчченхи цехĕсем те пушанса юлчĕç...
Çак предприятисенче ĕçленĕ çынсемпе тĕл пулатăп та халĕ, вĕсем çавăн чухлă пурлăх саланнишĕн чĕререн пăшăрханнине туятăп. Мĕншĕн хупмалла, çĕмĕрмелле, аркатмалла пулнă-ха район промышленноçне? Çĕр-çĕр çынна ĕçсĕр хăварни лайăххи патне илсе пычĕ-и?
Пачах урăхла - районта демографи ыйтăвĕ çивĕчленнĕçем çивĕчленсе пырать. Ĕç вырăнĕ çуккипе, çамрăксем хулара тĕпленеççĕ. Ялĕ ялĕпе ваттисем çеç тăрса юлчĕç. Вĕсем те темиçе ĕмĕр пурăнаймĕç, Шамккай ялĕн хурлăхлă шăпи ытти ялсене те пырса тивмĕ-и?
Акă Пуянкасси ял территори уйрăмĕнчи тăватă ялта 431 çурт шутланать пулсан, 166-ĕшĕ - пушă. Пуянкассинче - 45, Кахăрлă Шăхалĕнче - 21, Виç- пỹрт Шăмăршăра - 52, Хайпăлара 48 çуртра никам та пурăнмасть.
Кивĕ Чукал ялĕнче иртнĕ çул пĕр ача та çуралман, унччен «вăтам шкул» ятпа çỹренĕ вĕренỹ учрежденине 27 ача çеç утать. Ялти ача сачĕ те çурма пушă: пурĕ те çиччĕн кăна çỹреççĕ.
Васан ял территори уйрăмĕнчи виçĕ ялта 2024- çулта - 1, 2025-çулта 2 ача çуралнипе те мухтанма çук. Тĕрлĕ сăлтавпа, иртнĕ çул 20 çын пурнăçран уйрăлса кайнă.
Ача йышĕ сахаллипе, округра садиксемпе шкулсем хупăнма тытăнчĕç. Тепĕр темиçе çултан миçе шкулпа ача сачĕ тăрса юлĕ-ши? Вĕсен çурт-йĕрĕ тем пек илемлĕ, газпа шыв кĕртнĕ пулсан та хупмах тивĕ. Патшалăх пушанса юлнă учрежденисене тытса тăраймасть, садикпе шкул хупăнсан ял малашлăхĕ мĕнле пуласси те иккĕлентерет.
«КРИТИКЛЕТĔН пулсан - сĕнỹ пар», - тенĕ Сергей Павлович Королев академик. Хамăн сĕнỹсене эпĕ хаçатра унччен те çырнă, анчах округа ертсе пыракансем журналист сăмахне шута илмерĕç. Чăн малтан, пирĕн çамрăксемшĕн тăрăшмалла, вĕсене ялти бизнеса йĕркелеме май туса памалла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, тыр-пул тата пахча çимĕç çитĕнтерни - лайăх ĕç, анчах округра хатĕрлев ĕçнейĕркелесе ямасан, хастар çынсен те алли усăнĕ.
Шăмăршăра тата ялсенче аш-какайпа пулă тĕтĕмлекен (коптильня) цех уçма та никам та чармасть. Çавăн пекех пулă ĕрчетме те май пур. Пирĕнпе кỹршĕллĕ Патăрьелпе Елчĕк округĕсенче, Комсомольски тăрăхĕнче çамрăк фермерсем пулă ĕрчетсе укçа-тенкĕ тăваççĕ.
Республикăра экотуризм та аталанать. Мĕншĕн пирĕн патăрьелсенчен тĕслĕх илмелле мар? Туристсем валли кану вырăнĕ туса парсан, мунча хутсан, юлан утпа экскурси йĕркелесен, пулă тытмалли пĕве е кỹлĕ пулсан бизнес та йĕркеленсе кайĕччĕ.
Округ территорийĕнче - Шамккай ялĕпе Хĕрлĕ Васан паççулкки çывăхĕнче - тахçан шур тăм карьерĕ уçнăччĕ. Çак тупăшлă ĕç те манăçа юлчĕ. Известь çăнăхĕ - ял хуçалăхĕнче питĕ кирлĕ удобрени. Çавăн пекех унпа строительствăра та анлăн усă кураççĕ. Тивĕçлĕ документ хатĕрлесе, карьера çĕнĕрен уçма хăюллă çамрăк предпринимательсем çеç кирлĕ. Çынсем валли те ĕç пулĕччĕ.
Çĕр айĕнчи тепĕр пуянлăхпа та - трепелпа - усă курма тăрăшмастпăр. Трепел - питĕ паха удобрени, ăна тăпрана хывсан ял хуçалăх культурисен тухăçĕ 10-30 процент ỹснине палăртаççĕ.
Трепелпа строительство промышленноçĕнче те - партландцемент тата кирпĕч хатĕрленĕ чухне - анлăн усă кураççĕ. Çавăн пекех трепел ĕçмелли шыва тасатакан тата çемçетекен фильтр материалĕ хатĕрлеме те кирлĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, бизнес валли çул-йĕр пур, çанна тавăрса ĕçлени çеç çитмест. Мăн асаттесемпе асаттесем района йĕркеленĕ чухнех укçа ĕçлесе тумалли майсене шыранă, янтине кăна кĕтсе пурăнман. Эпир вĕсем тунине аркатма çеç пултартăмăр. Ман шутпа, паянхи ертỹçĕсен ыттисен йăнăшне тумалла мар, округа аталантарма çул-йĕр шырамалла.
Ив.САЛАНДАЕВ.