«Колос» Агрофирма» ООО - «Агро-100» Клубра
РЕСПУБЛИКĂРА ял хуçалăх предприятийĕсен 2025-çулхи рейтингне тунă. Чи лайăх ĕçлекеннисене «Агро-100» Клуб йышне илнĕ. Çак хисеплĕ списокра Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ООО та пур. Рейтинг туса хатĕрленĕ чух хуçалăхсенчи акăнакан çĕр лаптăкне, рентабельлĕхе, уйăхри вăтам ĕç укçин виçине тата малта пыракан агротехнологипе мĕнле усă курнине шута илнĕ.
С.ИВАНОВ.