Лидия ЛУКИЯНОВА: «Акатуй ялавне çĕклени уйрăмах асра...»
ХĂШ-ПĔР çын пĕрре курсах нумайлăха асра юлать, ырă аса-илỹ хăварать... Нумаях пулмасть ăшă кăмăллă, илĕртỹллĕ чунлă çынпа паллашма тỹр килчĕ.
...Лидия Захаровна Лукиянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Капралова) 1950 çулта Анат Чаткасялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ колхозра тракто- ристра, амăшĕ уй-хир бригадинче вăй хунă. Ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Лидя хĕрĕ те хăйĕн пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарать – сысна фермине ĕçе кĕрет.
- Чĕнчĕç те, çийĕнчех, ним шутласа тăмасăр тухса утрăм ялтан аяккарах вырнаçнă фермăна. Ун чухне эпĕ 15 çултаччĕ, йывăрлăхсенчен хăрама пĕлмен. Мана, çамрăка, аслисем вĕрентсе, пулăшса тăратчĕç - туслă коллективра ĕçе часах хăнăхрăм, - кăмăллăн аса илет Лидя аппа ĕç биографийĕн пуçламăшне.
Ферма çулĕпе вара вăл 40 çул хушши кашни кун - ир те, каç та - хăйне шанса панă выльăхсем патне васканă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех. Утмăлмĕш çулсенче фермăри чылай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă-ха. Амасене çăвăрлаттаракан уйрăма выльăх апатне витрепе йăтнă. Унта кану кунĕсем те çук - вырсарникун та, уявра та фермăна чупнă.
- Пирĕн «Восход» колхоз аш-какай çитĕнтерессипе рай- онта яланах малтаччĕ, - савăнса пĕлтерет ĕç ветеранĕ. - Кашни çурашăн тăрăшнă, фермăрах çĕр каçни те час- час пулатчĕ. Самăртнă сыснасене Канаша харăсах пилĕк- ултă машинăпа леçетчĕç - 100-120 пуç! Çапла çулталăк тăршшĕпе виçене çитнĕ выльăха темиçе хут та аш-какай комбинатне ăсататтăмăр, - ырăпа кăна аса илет Лидия Захаровна фермăра ĕçленĕ çулсене. - Ĕçтешсемпе яланах килĕштернĕ, пĕр çемьери пек пурăннă.
Ĕçне кура – хисепĕ. Лидя аппа Мухтав хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тирпейлĕн упрать. «Чи лайăх свинарка» хăйăва та пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Районти Акатуйра ялав çĕклеме тухнисем уйрăмах асра: «Лутра пỹллĕскер, ялава хăпартнă чухне чĕрне вĕççĕн тăрса кармашаттăмччĕ. Епле телейлĕ туяттăм хама çак самантра!».
Ларма-тăма пĕлмен хĕрỹ çамрăклăх, савнă каччăпа пĕр çемьене пĕрлешни, ывăл çурални, хăйсен вăйĕпе çĕнĕ çурт хăпартни – Лидя аппан пурнăçĕнчи чи савăнăçлă пулăмсем... Анчах... Пурнăçра кĕтменни те таçтан сиксе тухать, шуррипе хури юнашарах çỹрет иккен...
Çамрăклах, 32 çулта, юратнă мăшăрне çухатать... Тăватă çул каялла пĕртен-пĕр ывăлĕ те ĕмĕрлĕхех куçне хупать... Çакăнтан хăрушши тата мĕн пур-ши аннешĕн...
- Тавах Турра, эпĕ пĕччен мар, - тет вăл пĕр хушă чĕнмесĕр ларнă хыççăн ассăн сывласа, - кинпе иксĕмĕр шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр. Вăл тăван хĕр вырăнĕнчех - чунĕпе те, шухăш-кăмăлĕпе те чи çывăх çын. Мана пулăшса, йăпатса тăрать. Ăна ашшĕ-амăшĕ маншăнах çуратса ỹстернĕ пуль. Тата икĕ мăнукпа пĕчĕкçĕ икĕ кĕçĕн мăнук чуна ăшăтаççĕ.
Халĕ ватă çыннăн пĕтĕм шухăш-ĕмĕчĕ мăнукĕсемпе çыхăннă. Олег Украинăри ятарлă операцире мĕн пуçланнăранпах тăшманпа çапăçать - ĕнтĕ 5-мĕш çул вутпа çулăмра. Асламăшĕ, паллах, ир тăрсан та, каç пулсан та ăна ырă сунать, киле тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтет. Юратнă мăнукĕ Самар облаçĕнчи мăшăрĕпе яланлăхах пĕрле пулĕччĕ, çемйи ача-пăча сассипе тулĕччĕ. Чĕвĕлти чĕлхеллĕ Линда мăнукĕ Шупашкарта пурăнать, асламăшне телефонпа час-час шăнкăравласах тăрать, унăн сывлăхĕпе интересленет. Ват çын тем пекех савăнать мăнукĕсем хăйне асра тытнăшăн, хисепленĕшĕн.
- Ĕмĕтсем-и? - Лидя аппан чипер те çутă сăн-пичĕ тата ытларах çуталса каять çак самантра, - унсăрăн мĕн пурăнни? Самани тăнăç тăтăрччĕ, мăнуксен çемйисем ỹссех пыччăр. Çĕн кайăксем татах вĕçсе килессе, йăх хутшăнасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Шăпам Олегăн пĕчĕк пепкисене те курма пỹртĕрччĕ!
Хисеплĕ Лидия Захаровна, çапла пултăрччĕ! Тăван çемьере, йышлă мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем хушшинче нумай-нумай киленсе пурăнма сунса
Г.ИВАНОВА,
Шăмăршă ялĕ.