«Ман çинчен Патирек çыннисем те мансан - тупăкра та куççуль юхтарăп»
Чăваш патшалăх истори архивĕнче упранакан документран:
«Фамилия. Имя. Отчество: Авксентьев Степан Митрофанович (лит.псевдоним - Степан Лашман).
Дата рождения: 1861.
Место рождения: ЧАССР, Шемуршинский район, дер.Байдеряково.
Пол: мужчина.
Национальность: чуваш.
Профессия (место работы): на момент ареста работал в Байдеряковской сельской школе учителем.
Место проживания: ЧАССР, г.Чебоксары, дер.Богостроя, д.3, кв.8.
Место пресечения: арестован.
Дата ареста: 4 ноября 1937 г.
Обвинение: «Вел контрореволюционную агитацию среди населения».
Осуждение: 26 ноября 1937 г.
Осудивший орган: Спецтройкой при НКВД ЧАССР.
Приговор: «Заключить в ИТЛ сроком на 10 (десять) лет, считая срок с 4.11.1937 г.»
Çапла, Çтаппан Лашмана (Степан Митрофанович Авксентьев) 1937-çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Патирек шкулĕнчен тытса кайнă.
Писатель йăмăкĕн хĕрĕ Глафира Ивановăн аса илĕвĕнчен: «Шкулта ачасене вĕрентетчĕ вăл. Питĕ лăпкă çынччĕ. Ăслăччĕ. Чунсăр çынсем ăна урокранах тытса кайса Колымана ăсатнă.
Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха Çтаппан Лашман «халăх тăшманĕ» ярлăк илмелĕх?
Кун пирки иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче ватă учитель-фронтовик Ферах Низамович Мансуров мана çапла каласа панăччĕ (журналист блокнотĕнчи йĕркесем - авт):
«Писатель тĕрмерен таврăнсан ăна ниçта та ĕçе илесшĕн пулман: çулла - платникре, хĕлле - кочегарта ĕçленĕ. 1955-çулхи мартăн 16-мĕшĕнче СССР Аслă сучĕн коллегийĕ унăн ĕçне пăхса тухнă, ăна тỹрре кăларни, таса ятне тавăрни çинчен йышăну тухнă.
1957-çулта Степан Митрофанович тăван ялĕнче пулчĕ. Патирек шкулĕн коллективĕ чăвашсен паллă писателĕпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Шăпах çавăн чухне ун пирки НКВДна хамăр ял çынниех элек çырса яни çинчен пĕлтĕмĕр. Чăнах та, Степан Митрофанович элекçĕ ятне каламарĕ, анчах та чухласа илтĕмĕр.
«Айăпĕ» çакăнта пулнă иккен: учитель ачасене хăй вăтăрмĕш çулсенче çырнă «Виçĕ тĕл пулу», «Чăрсăр Арçук», «Тимлĕ письменосец», «Çулăмлă кунсем», «Амăш кун-çулĕ», «Кăвак хуппи» очеркĕсене вуласа панă. Çак хăйлавсенче вăл чăваш ялĕнче колхоз йĕркеленĕ тапхăра çутатнă.
Учитель ачасене ырра вĕрентнĕ, çĕнĕ пурнăç халăха çăмăллăх кỹни çинчен каласа ăнлантарасшăн пулнă. Анчах хăшĕ-пĕри çакна урăхла ăнланнă. НКВД-на янă çăхавра: «Авксентьев учитель кулаксем пирки мухтаса калаçать, ачасене совет влаçне сивлеме вĕрентет, ял хушшинче те çĕнĕ пурнăçа ырламасть», - тесе çырнă.
Çтаппан Лашман - Шупашкарта пурăнаканскер - тăван ялне репрессирен тарса килнĕ. Репресси ун чух вăйлă алхаснă: Чăваш писателĕсемпе поэчĕсене ирсĕр элеке пула пĕрин хыççăн теприне тытса хупнине курса, Степан Митрофанович лăпкă кĕтес шыранă. Анчах та ăна тăван ялĕнче те хурлăхлă шăпа кĕтнĕ иккен.
«Эпĕ тăван ялти шкулта вĕрентĕм. Манăн учитель Михаил Дмитриевич Крыловччĕ. Вăл ун чух вун саккăрта кăначчĕ. Михаил Дмитриевич маншăн чи хаклă çынччĕ. Яла килсен эпĕ чăн малтан ун патне кĕреттĕм», - терĕ пире Степан Митрофанович.
Çак туслăх писательшĕн хака ларнă: малтан - Крылова, унтан Лашмана «троцкистла агитаци туса пырать» тесе 10 çула çирĕп режимлă колоние ăсатнă.
...ПИРĔН шкулти тĕл пулу хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, эпир пысăк посылка илтĕмĕр. Унта - 60 кĕнеке. Кашни хуплашки çинех çапла çырнăччĕ: «Патирек шкулĕн ачисене - Çтаппан Лашман писательрен асăнмалăх». Кусем, паллах, унăн килти библиотекинчи кĕнекесем пулнă ĕнтĕ. Писателĕн «Кăвак хуппи», «Патирек çутисем», «Иван Космовский» произведенийĕсене тата Николай Евдокимовăн «Крепков» повеçне ял çыннисем алăран алла çỹретсех вуларĕç.
Степан Митрофанович 90 çул тултарсан, писатель патне эпир саламлă çыру ятăмăр.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, шкула хыпар та çитрĕ. Писатель учительсемпе ачасене ăшă саламшăн чĕререн тав тунă, ĕçре тата вĕренỹре ăнăçу суннă.
«Тавах сире, пехил сире. Эпĕ ялан çапла шухăшлатăп: ман çинчен Патирек çыннисем те мансан - тупăкра та куççуль юхтарăп».
Çак çырăва писатель йывăр чирлĕ чухне, вырăн çинче çырнине пĕлтĕмĕр кайран. Степан Митрофанович пурнăçран 1986-çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче уйрăлса кайнă. ГУЛАГ лагерĕсенче 10 çул асапланнă пулин те çирĕп вăй-халне çухатман, унăн çăлтăрĕ 91 çул тултарса 92 çула кайичченех çунма пултарнă».
«Тем те курма, тем те тỹсме тивнĕ манăн куккан. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши? Ялан тунсăхлăччĕ. Манăн асра вăл çапла ỹкерĕнсе юлнă. Эпĕ унăн хваттерĕнче юлашки хут пулнă чух, чунне уçса хурланса калаçрĕ», - çапла аса илсе çырнă Степан Митрофановичăн Соня йăмăкĕн хĕрĕ Глафира Исаковна Иванова.
ÇУК, манмаççĕ Сирĕн ятăра, хаклă Степан Митрофанович. Патирекри пĕр урам Сирĕн ятăрпа хисеплет. Шел, Эсир парнелесе панă кĕнекесен шăпи пирки çеç нимĕн те пĕлместĕп.
Халĕ ялта шкул та çук. Тен, Лашман алă пусса парнеленĕ кĕнекесем кам патĕнче те пулин упранаççĕ пулĕ? Кун пирки редакцие е мана пĕлтерсен, чун-чĕререн тав сăмахĕ калăттăм.
Çтаппан Лашман çырса хăварнинчен:
«...В 1937-1954-г.г. ни в партийно-советской печати, ни в литературном движении, ни в общественной жизни Чувашии не участвую. С 1937 по 1948 г.г. нахо- дился в Северо-Восточных лагерях особого значения на Колыме. От звонка и до звонка, ровно 10 этих лет работал на золотых приисках Колымы, лесоповале в тайге, на рыбных промыслах на побережье Охотского моря, в охотничьих бригадах по бою морского зверя, в совхозах и т.д. и т.п. исключительно на обозах, тяжелых работах, в условиях вечной мерзлоты и суровой полярной природы. И... выжил! Потому что и в ужасных условиях произвола, голода и холода мои глаза перед собой видели невиданную суровую, прекрасную природу Севера, могучие горы, полные богатств. И эта красота полярная покоряла меня, уносила в себя, давала мне силы. Я жил мыслями, чувствами в себе и презирал в душе все эту несправедливость, ждал и надеялся, что скоро воссияет, как северное сияние, «заря свободы». Любил, воспоминал я свою Чувашию, вернее, что вернусь на родину, увижу детей, жену, родных. Пел свои родные чувашские песни. Мне казалось, что пою громко до самых синих гор, но, оказывается, я пою эти песни мысленно, не было сил петь их громко» (Чăваш патшалăх истори архивĕнче упранакан çыруран).
Ив.САЛАНДАЕВ.