Çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕ савăнтарать

ÇАК кунсенче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăхăн 24-мĕш Спартакиади шучĕпе çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Шăмăршă округĕн команди унта лайăх кăтартупа савăнтарнă. 100 метра чупса «Туслăх» спорт шкулĕн тренерĕ Александр Ефимов - иккĕмĕш, администрацин тĕп специалисчĕ Ирке Мусеева пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Шăмăршă арçыннисен команди эстафетăра республикăри мĕн пур команда хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăнни те - япăх мар.



24 июля 2026
12:15
Поделиться