Надежда Угарина - чи лайăх фермерсен йышĕнче!
ÇАК кунсенче Çĕрпỹ муниципалитет округĕнче «Хир кунĕ - 2026» выставка-кăтарту иртнĕ, унта республикăри чи лайăх ĕçлекен фермерсене те чысланă.
«Пур маттур хĕрарăмсем Раççей ялĕсенче» номинацире Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Пуянкасси ялĕн фермерĕ Надежда Угарина 1-степень Диплома тивĕçнĕ.
Çак сăвă йĕркисене эпĕ Надежда Михайловнăна халаллатăп:
...Тин çеç эс кĕтĕн уй-хиртен,
Тулли пучах сана пуç тайрĕ.
«Салам кала, Надя, пиртен», -
Пехиллесе ял-йыш ăсатрĕ.
«Хир кунĕнче», хисеп туса,
Сана Диплом парса чысларĕç.
Ăнăçупа телей сунса -
Чи ăшă сăмахсем каларĕç.
Умра - вырма,
Хĕрỹ ĕç çи.
Çĕр тĕрлĕ йывăрлăх пулсан та -
Надежда - шанăç управçи,
Пуçна ан ус эс нихăçан та!
Ив.АНАТКАС.