Çĕнелет, илемленет генерал паркĕ

Çĕнелет, илемленет генерал паркĕ

ШĂМĂРШĂ ялĕнче Василий Никифоров генерал ячĕллĕ парк зонине çĕнетсе илемлетессин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Кунти мĕн пур ĕçе «Пурнăç инфратытăмĕ» Наци проекчĕпе тата «Хулари пек тавралăх» проектпа пурнăçланă.

Подрядчик - «Поволжье» ООО - тăрăшса ĕçлени тỹрех курăнать: хулари пек илемлĕ утма çул, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен çутатакан система тата кану вырăнĕ парка çав тери илĕртỹллĕ тунă.

Проектпа палăртнă мĕн пур ĕçе 2027- çулта вĕçлемелле. Çакă Шăмăршă округĕ 100 çул тултарнă тĕле чаплă парне пулĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



24 июля 2026
12:17
Поделиться