Патирек урамĕсене хула сăнĕ кĕрет
КĂÇАЛХИ çу кунĕсем Патирек ялĕнче пурăнакансемшĕн те ырă ĕçсемпе паллă пулса юлĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект ял сăн-сăпатне илемлетет.
Акă çак кунсенче Новая урамри 1№ - 48№-çуртсем патĕнчи участока асфальт сараççĕ.
Çак урамри 48№ - 60№-çуртсем умĕнче, çавăн пекех 30№, 32№ тата 34№-çуртсем патĕнче вакă чул сарса тухнă. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра ĕмĕрех пылчăк çăрăлнă урампа халĕ çуран утма та, çăмăл автомашинăпа çỹреме те кăмăллă.
С.ИВАНОВ.
Шухăш
Николай АВКСЕНТЬЕВ,
Патирек ялĕн старости:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев ял нушине ăнланни савăнтарать. Чăнах та, шанчăклă çулсăр пурăнма йывăр, хуларан хăнана киле- кен ачасем умĕнче те аван мар. «Ниме - Халăх бюджечĕ» проектпа Новая урамра çеç мар, ялти ытти урамсенче те асфальт пуласса кĕтетпĕр, патшалăх программине пурнăçлама вăй çитнĕ таран хамăр та пулăшăпăр.