«Пĕчĕк йыш та - çирĕп мăйăр пекех»
Волонтерсем пур чухне нимле лару-тăру та вĕсен ĕçне чарса тăраймасть. Уçă чĕреллĕ çынсем кирек хăçан та йывăрлăхрисене пулăшма хăват çитереççĕ. Çакна ятарлă çар операци тапхăрĕ тепĕр хут ĕнентерчĕ.
Акă Шăмăршăри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕ хăй ирĕкĕпе фронтри тата госпитальсенчи салтакăмăрсене, вăрçа пула инкек тỹсекенсене пулăшу кỹрессине самантлăха та куçран вĕçертмест. Пуçару ушкăнĕ - пысăк мар. Кунта тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем тата ĕçе çỹрекенсем. Вĕсем: Людмила Захарова, Зинаида Леонтьева, Елена Кудряшова, Ирина Моисеева, Надежда Маркова, Галина Портнова. Кайранхи иккĕшĕ - салтак амăшĕсем. Волонтерсен ĕç-пуçне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ираида Пыркина йĕркелесе пырать.
Волонтерсем пĕр чарăнми маскировка сечĕ çыхаççĕ, вĕсене ытти гуманитари япалисемпе кирлĕ çĕре ăсатаççĕ.
- Пирĕн хатĕр хỹтлĕх каррисем пĕтнĕччĕ, кăшт маларах 17-шне парса янăччĕ те. Иртнĕ эрнери Волонтерсен форумĕ валли кĕске хушăрах 10 хỹтлĕх карри çыхрăмăр, - каласа парать Ираида Пыркина. - Кăнтăрла кăна мар, каçпа та пухăнтăмăр пĕрлехи ĕçе. 22-23-сехетчен тăрăшрăмăр.
Кил-хуçалăхри хĕрỹ ĕçе пăхмасăр хĕрарăмсем хỹтлĕх карри çыхрĕç. Ĕлкĕртрĕмĕр форум тĕлне! Ман хĕрсен чăтăмне чултанах тунă пуль.
Ытти чухнехи пекех, хальхинче те - çỹлерех асăннă форумра 36 тĕрлĕ япалана СВО зонине парса яма май килнĕ çак ушкăнăн. Çав шутра - 10 маскировка сечĕ терĕмĕр, 120 мăшăр нуски, нумай сланцы, нỹрĕ ал шăллипе салфетка, ĕçмелли шыв, ĕç перчетки...
Салтаксем тата вăрçă инкекне тỹсекенсем валли ытти гуманитарие хатĕрленĕ чух та «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕ хастар. Апат-çимĕç, çи-пуç, гигиена тата ĕç хатĕрĕсем ăсатмалла чухне хăйсен нухратне те, килти япалана та шеллемеççĕ. Ку ушкăна округ çыннисем, ĕç коллективĕсем (уйрăмах район больницин хирурги уйрăмĕ) тĕрлĕ шайри депутатсем япалапа та укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Тĕллев - хỹтĕлевçĕмĕрсене, Раççейĕмĕр граж- данĕсене çăмăллăх кỹресси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.
Килес Çĕнтерĕве пысăк тỹпе хывнăшăн Ираида Петровнăпа «хĕрĕсене» тĕрлĕ шайри наградăпа хавхалантарнă. Асăннă форумра акă ГСВГ-ВД ветеранĕсен Чăваш Енри Союзĕн Канашĕн тата Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Галина Петровнăна вара Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав çырăвĕ те тивĕçрĕ.
- Эпир - наградăшăн ĕçлеместпĕр, - теççĕ волонтерсем. - Чи хакли - пирĕн япаласем хỹтĕлевçĕмĕрсемшĕн юрăхлă пулни.
Çапла, «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕ «ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшас тĕлĕшпе питĕ пархатарлă ĕç тăвать, чăн-чăн патриотизм кăтартать» (ЧР Çар комиссариачĕн Тав çырăвĕнчен).
Зинаида СВЕКЛОВА.