«Пирĕншĕн кашни салтак - тăванран та тăван»
Иртнĕ эрнери волонтерсен форумĕ. Ыттисемпе пĕрле Васан ял территори уйрăмĕнчен те «Эпир - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ хатĕрленĕ гуманитари япалисем выставкăра пулчĕç. Вĕсемпе республикăран килнĕ представительсем те, вырăнти ертỹçĕсем те тулли кăмăлтан паллашрĕç. Волонтерсен ертỹçине Ираида Ефимовăна ыйту хыççăн ыйту пачĕç.
- Эпир - Васан, Кивĕ Шăмăршă ялĕсен гражданĕсем - ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах салтакăмăрсем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлетпĕр тата ăсататпăр. Васан ялĕн Культура çуртĕнче маскировка сечĕ çыхатпăр. Килте вара çăвăнмалли çăм чăлха, мунчала çыхма вăхăт тупатпăр. Хамăр патăмăртан темиçе хут та гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр. Ял-йыш нумай упранакан апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, ĕç хатĕрĕсем, аялти çи-пуç, нуски тата ыттине парать, пысăк япаласем валли укçа-тенкĕ пухать. Паллах, хатĕр япаласене Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» ушкăнсене те çитеретпĕр. Вĕсем урлă фронта, ун çывăхĕнчи территорисене тата госпитальсене ăсатма меллĕ, - хыпарларĕ Ираида Ивановна.
Представительсем окоп çуртисемпе тата салтак формиллĕ супăньпе кăсă- кланнă май И.Ефимова çак япаласене хăй янтăланине те пĕлчĕç.
Çапла, «Эпир - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ĕçĕ куç умĕнче. Хальхинче гуманитари тиевĕ валли вăл сахал мар япала илсе килнĕ. Вĕсем: саморез - 20 кг, перчетке - 50 мăшăр, нуски - 25 мăшăр, окоп çурти - 31 штук, маскировка сечĕ - 3 штук, çăвăнмалли мунчала - 17 штук, бритва станокĕсем. Веçех - хỹтĕлевçĕмĕрсен пурнăç условине çăмăллăх кỹрекен япаласем.
Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа волонтерсем 50-а яхăн маскировка сечĕ çыхнă. Ираида Ефимова хăй, Алла Кузнецова, Нина Захарова, Нина Архипова, Лариса Саймуллова, Надежда Кузьмина çуллахи хĕрỹ ĕç тапхăрĕнче те хỹтлĕх карри çыхма пĕр сиктерми çỹреççĕ. Надежда Ефимова вара çăвăнмалли мунчала (шăпах ăна хальхинче салтаксем патне ăсатрĕç) çыхса парать.
Питĕ шел те, Ярăслав хĕр-хĕрарăмĕ хỹтлĕх карри çыхма хутшăнмасть-ха. Васана пыма инçе теççĕ-ши е урăхла сăлтав - хуравне хăйсем кăна параяççĕ.
Кирек мĕнле пулсан та, тыл - фронтăн чи шанчăклă тĕрекĕ пулмалла. Унта пирĕн ачамăрсем, мăшăрăмăрсем, тăванăмăрсем, вĕренекенĕмĕрсем... тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн çапăçаççĕ. Эпир пĕлмен салтак та пирех хỹтĕлет. Пиртен кашнийĕ Çĕнтерỹшĕн хăйĕнчен мĕн кирлине тумалла, унта тỹпе хывмалла. Васансемпе асьялсем шăпах - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх!
З.СВЕКЛОВА.