Пушарта çăлакансен спорчĕпе - чемпионат

ИЮЛĔН 17-мĕшĕнче Шăмăршăри 42-№ пушарпа çăлав пайне Чăваш Енри вут-кăварпа кĕрешекен чи лайăх командăсем пуçтарăннă. Çак кун вĕсем вут-кăвара «сỹнтерес» тĕлĕшпе профессиллĕ ăсталăх кăтартнă тата спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртнă.

Чемпионата хутшăнакансене округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин саламланă, пушар сỹнтерекенсем кашни кунах пысăк паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнине палăртнă.

Çакна палăртмалла: Шăмăршă команди чемпионатра кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.



24 июля 2026
12:15
Поделиться