Шăтăк-путăка контроле илнĕ

РЕДАКЦИЕ Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакансем кĕрсе тухрĕç, вĕсем «Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-Аниш» аслă çул çинче - Шланка ялĕ тĕлĕнче - асфальт арканма тытăнни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç.

Çак хыпара эпир округ администрацине çитертĕмĕр. Кунта ĕçлекенсем ял çыннисем тĕрĕсех пăшăрханни çинчен пĕлтерчĕç. Çул çинчи шăтăк-путăк пирки «Воддорстрой» ОООна шăнкăравланă. Кунти специалистсем вырăна килсе юсав ĕçĕн калăпăшне палăртĕç тата юсаса тухĕç.



24 июля 2026
12:16
Поделиться