Спортсменсем валли - хаклă парне

ШĂМĂРШĂРИ «Туслăх» спорт шкулĕнчи хоккей площадкине çу кунĕсенче мини-футбол вăййине юратакансем «арендăна» илесшĕн: кунта тренировка ирттерме питĕ лайăх тесе шутлаççĕ.

Çак кунсенче спортсменсем савăнăçлă хыпар пĕлчĕç. Шупашкарти футбол енĕпе ĕçлекен спорт шкулĕ «Туслăха» çемçе витĕ (мягкое покрытие) парнеленĕ. Çывăх вăхăтра - хоккей площадкине ăна сарса - хальхи ыйтусене тивĕçтерекен мини-футбол уйĕ тума палăртаççĕ.



24 июля 2026
12:14
Поделиться