«СВО ветеранĕсемшĕн спорт пурнăç илемĕ пулса тăрĕ»
ИЮЛĔН 18-21-мĕшĕсенче Шупашкарта - ятарлă çар операцине хутшăнса шăмăпа мышца системи сиенленнĕ ветерансем хушшинче - çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ. Унта çĕр-шывăн 27 субъектĕнчен килнĕ спортсменсем хутшăннă. Программăра - 100, 200, 400, 800 тата 1500 метра чупасси, вăрăмăшне сикесси, сăнă тата диск ывăтасси, йĕтре тĕртесси.
Правительство çуртĕнче республика командин членĕсемпе - СВО ветеранĕсемпе йĕркеленĕ ĕçлĕ тĕл пулура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев спортсменсене ăнăçу сунса çапла каланă:
- Эсир чун çирĕплĕхĕпе, пурнăçа юратнипе палăрса тăратăр. Ку вăл - малти линире çар задачисене пурнăçлакан юлташăрсемшĕн чи ырă тĕслĕх. Вĕсем те çакна ăнланччăр тата ĕненсе тăччăр: Çĕнтерỹпе киле таврăнсан, ветерансене эпир пур енлĕ пулăшу парăпăр, СВО ветеранĕсемшĕн спорт пурнăç илемĕ пулса тăрĕ.
«Олимпийский» стадионра физкультура мероприятине уçма Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Михаил Дегтярев хутшăннă. «Чувашинформ» журналисчĕсен ыйтăвĕ çине хуравланă май, министр СВО участникĕсене спорт пулăшнипе реабилитацилесси Президент хушнипе пулса пынине палăртнă. Паянхи ăмăрту вырăнĕ валли Шупашкара ахальтен суйласа илмен: Чăваш Енре çăмăл атлетикăн вăйлă шкулĕ пур тата инфраструктура аталанăвĕ те çỹллĕ шайра. Малашне çак ăмăрту кашни çулах иртĕ, чи кирли - паттăрсене спорт пулăшнипе мирлĕ ĕçе хăнăхма май туса парасси тата вĕсене каллех Раççей чапне çĕклеме хутшăнтарасси. «Олимпийский» стадионра иртнĕ ăмăртăва ятарлă çар операцийĕн 100 ытла ветеранĕ тата çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 28 команда хутшăннă. Чăваш Республикин чысне 6 спортсмен хỹтĕленĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.