«Татах килĕр!» - çапла каласа ăсатрĕç тухтăрсене виçпỹртсем

«Татах килĕр!» - çапла каласа ăсатрĕç тухтăрсене виçпỹртсем

ЯЛТА ĕç нумай. Чăнах та, çумăр çукаласа тăнипе пахчана тухса çум çумлаймастăн. Выльăх-чĕрлĕхе вара хуть те мĕнле çанталăкра та - пăхмаллах, ĕнене кĕтĕве ăсатса кĕтсе илмелле. Килти хуçалăхра сысна та, сурăх та, хур-кăвакал та, чăх-чĕп те пур вĕт-ха. Пушă вăхăт çукпа пĕрех.

Апла пулин те, Виçпỹрт Шăмăрша мобильлĕ медицина бригади килесси çинчен пĕлсен, ял çыннисем мĕн пур ĕçе пăрахса тухтăрсемпе тĕл пулма васкарĕç.

Куçса çỹрекен диагностика пункчĕ яра куна 101 çынна йышăнчĕ. Хăшĕ-пĕри район больницинче çырса панă эмелсен списокне те илсе килнĕ: юрăхлă-и вĕсем малалла усă курма, тен, çĕнĕ рецепт кирлĕ?

Шăмăршă больницин тухтăрĕсем кашни çынпах ăшшăн калаçрĕç, мĕн пăшăрхантарни çинчен ыйтса пĕлчĕç.

Ялта чи анлă сарăлнă чир - юн пусăмĕ выляса тăни. Тухтăрсем ăна «артериальная гипертензия» теççĕ. Акă паян та 49 çыннăн юн пусăмĕ виçерен пысăкраххи палăрчĕ.

- Васкаса утса килтĕм, çавăнпах юн пусăмĕ ỹссе кайрĕ пуль, - теççĕ хăшĕсем. Тухтăр вĕсене артери гипертензийĕ ахальтен пулманни, чир тарăна каяс хăрушлăх пурри çинчен каласа ăнлантарчĕ. Юн пусăмне кирлĕ шайра тытса тăрас тесен, çырса панă эмелсене кашни кун ĕçмелле, сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла.

31 пациент холестерин виçи ỹссе кайни çинчен пĕлчĕ. Холестерин нормăран пысăкрах пулни атеросклероз патне илсе çитерме пултарать.

7 çынна вара диабет чирĕ пуçланни хытă хумхантарчĕ. Тухтăр вĕсене усăллă канашпа лăплантарчĕ: иккĕмĕш типлă диабет пуçланнине чарса лартма пулать, анчах чире сиплеме халех пуçламалла.

Ытти ялти пекех, Виçпỹрт Шăмăршăра та кирлĕ виçерен самăртарах çын чылай. Акă паян та ун пеккисем 65 (!) тупăнчĕç. Йывăр виçеллисене тухтăрсем тĕрĕс апатланмалли, вăй-хал ĕçне куллен туса пымалли тата физкультурăпа туслă пулмалли çинчен каласа ăнлантарчĕç.

Йышăнăва пынă пĕр çыннăн куçĕ ыратать иккен. Тухтăр тĕрĕсленĕ хыççăн, пациент куçĕн шалти пусăмĕ (внутриглазное давление) пысăк пулни палăрчĕ. Паллах ĕнтĕ, ăна пĕр тăхтаса тăмасăр район больницине пыма сĕнчĕ. Чир вăраха тăсăлсан, çын суккăрланас хăрушлăх та пур.

Ялти фельдшерпа акушер пункчĕ çумĕнче вырнаçтарнă мобильлĕ пункта килнĕ кашни çын вăл е ку тухтăртан консультаци илчĕ, хăшне-пĕрне район больницине йышăнăва килме чĕнчĕç.

- Татах килĕр! - çапла каласа ăсатрĕç виçпỹртсем район больницин тухтăрĕсене. - Эсир килни - çав тери лайăх, Шăмăрша кайса çỹремесĕрех, хамăр ялтах сывлăха тĕрĕслеттерме пулчĕ. «Сывлăх патне - утăм» проекта йĕркеленисене чĕререн тав тăватпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 июля 2026
12:16
Поделиться