Вырма ĕçĕсем валли топливо пур

Мана çак ыйту пăшăрхантарать: фермерсем хирти тыр-пула мĕнле пуçтарса кĕртĕç-ши? Топливо ăçтан тупĕç?

Ю.ФРОЛОВ,

ĕç ветеранĕ.

Шăмăршă ялĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев çак ыйту çине çапла хуравларĕ:

- Республикăра вырма ĕçĕсем валли çунтармалли-сĕрмелли материалсен саппасĕ пур. Çак ыйтăва çирĕп контрольте тытатпăр. Мĕн пур майпа усă курса, хирти ĕçе агротехникăн чи кĕске срокĕнче вĕçлеме тăрăшăпăр.



24 июля 2026
12:32
Поделиться