Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсемпе - тĕл пулу
ÇАК кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕнче агропромышленность комплексĕн ветеранĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Ветерансем умĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономикăпа ял хуçалăх пайĕн ертỹçи Татьяна Татарских тухса калаçнă, Шăмăршă тăрăхĕнчи ырă улшăнусемпе паллаштарнă.
Тĕл пулăва хутшăннисем вырма ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе, «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект пурнăçа кĕнипе интересленнĕ, усăллă сĕнỹсем панă.
Çитес çул Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май, ветерансем аса илỹпе кивĕ документсене пуçтарассине йĕркелеме сĕннĕ.
«Юбилей ячĕпе ятарлă медаль хатĕрлесен, унпа колхоз-совхоз производствинче тата ытти çĕрте ĕмĕрĕпех ĕçленĕ çынсене чысласан лайăх пулĕччĕ», - тенĕ «шур сухалсем».