Андрей Кудряшов: «Шăмăршă тăрăхĕнче чăн-чăн патриотсем пурăнаççĕ»

НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăра Чăваш Республикинчи ГСВГ-ВД ветеранĕсен пĕрлĕх Канашĕн председателĕ Андрей Кудряшов ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ, округри волонтерсемпе курса калаçрĕ.

- Эпĕ аслă çулти хĕрарăмсенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп, - терĕ Андрей Семенович. - Вĕсем ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах канăçа пĕлмесĕр ĕçлеççĕ: маскировка сечĕ çыхаççĕ, салтаксем валли аялтан тăхăнмалли çи-пуç çĕлеççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ тата ытти те. Гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме те хĕрарăмсем хастар хутшăнаççĕ.

Тата мана çакă савăнтарать: сирĕн çамрăк волонтерăрсем - шкул ачисем - патриотизм туйăмĕпе хĕмленнĕ.

- Андрей Семенович, Эсир ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан салтаксемпе тата офицерсемпе тăтăш тĕл пулатăр, гуманитари грузĕ илсе каятăр. Пирĕн вулакансене хăвăрпа кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши?

- Эпĕ 1957-çулта Шупашкарта çуралнă. Шкул хыççăн Ульяновск хулинчи аслă çар командин çыхăну училищинчен вĕренсе тухрăм. Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче (ГСВГ) службăра тăтăм.

Малаллахи ĕçĕм Чăваш Республикинчи МВД службипе çыхăннă, отставкăна подполковник званийĕпе кайрăм.

Обществăлла ĕçĕм - Чăваш Республикинчи ГСВГ-ВД ветеранĕсен пĕрлĕхĕн Канашĕн председателĕ.

Хальхинче Шăмăрша килсен эпĕ вырăнти «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн», «Çĕнтерỹ пирĕн енче пулать!», «Ял хĕрарăмĕсем», «Ырă алăсем», «Ырă чĕресем» пуçару ушкăнĕсемпе тата волонтерсемпе тĕл пулса калаçрăм, округра пурăнакансем вăй-хала шеллемесĕр фронта пулăшма шантарни кăмăла çĕклерĕ.

Пĕр çамрăк волонтер - шкул ачи - мана çирĕппĕн çапла каларĕ:

- Тăшмана çĕнтермеллех! Кирлĕ пулсан, аттесемпе пĕрле эпир те строя тăрăпăр, Тăван çĕр-шыв пире çирĕп шанма пултарать!

- Андрей Семенович, СВОна çитсен, салтаксене шăмăршăсенчен салам калама ан манăр! Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн эпир малашне те вăй-хала шеллемĕпĕр.

- Салам калатăпах! Кунĕ паян хĕвеллĕ те, саламĕ те çапла ăшă пулĕ. Тавах сире!

С.ИВАНОВ.



31 июля 2026
15:58
Поделиться