«Çанталăк çеç ан чăрмантартăр»
ШĂМĂРШĂРИ Александр Егоров фермер хуçалăхĕнче кĕрхи тулă 250 гектар йышăнать. Тĕрĕссипе, «йышăннă» темелле: иртнĕ эрнере тата çак кунсенче лаптăк пĕчĕкленме тытăнчĕ.
Николай Харитоновпа Руслан Кудряшов - ACROS комбайнсемпе, Владимир Матвеев Полесье комбайнпа ăнса çитĕннĕ тыр-пула пуçтарса кĕртеççĕ. Комбайнсем вырса çапнă тырра Shacman автомашинăпа Валерий Кузнецов водитель турттарса тăрать.
- Çанталăк çумăр енне улшăнасси çеç хăратать, - терĕ Александр Петрович. - Уяр кунсем тăрсан, кĕрхи тулла çывăх вăхăтрах пуçтарса кĕртетпĕр. Черетре - пăрçа. Çак культура та лайăх çитĕнчĕ, хутаççисем - шултра.
Хуçалăх вырмана ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Топливо çителĕклĕ, техника юсавлă. Çынсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк.
Александр Егоров кĕр аки пирки те халех шутлать. Кĕрхи тулă лаптăкĕ кăçалхинчен сахал пулмĕ. Паха вăрлăх кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ, минерал удобренийĕ çителĕклĕ. Кĕр аки валли çĕр хатĕр.
И.МИХАЙЛОВ.