Баскакра пушар деповĕ тăваççĕ

ВĂРМАН варринчи пĕчĕк ялта - Баскак паççулккинче - кăçал пушар деповĕ пулĕ. Çак ĕçе В.Ю.Михайлов уйрăм предприниматель пуçăннă.

Пушар деповĕ пирки паççулккăра пурăнакансем хăйсем пуçару тунă - «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна çак объекта кĕртме ыйтнă.

Калас пулать, баскаксем пушар хăрушлăхне аван пĕлеççĕ: 1972-çулхи август уйăхĕнче вут-çулăм Баскак, Муллиная, Кучек, Агафоновка, Кирилстан паççулккисем патнех çитнĕ, вăрман пушарне сỹнтерме оперативлă майпа ятарлă бригадăсем йĕркелени çеç хăрушă инкекрен çăлăнса юлма пулăшнă.

Иртнĕ эрнере Баскакра пушар деповĕ тунă çĕрте округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев пулнă, строительсемпе тата ял çыннисемпе курса калаçнă.

И.МИХАЙЛОВ.



31 июля 2026
15:42
Поделиться