Цифрăсемпе фактсем
- ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пурĕ 950 тăваткал метр лаптăк йышăнакан пурăнмалли çурт-йĕр хута янă (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 152 процент).
- Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра 298 уйрăм предпринимательпе хресчен (фермер) хуçалăхне регистрациленĕ.
- Пĕрремĕш çур çулта округра уйăхри вăтам ĕç укçи 48798 тенкĕ пулнă (2025-çулхипе танлаштарсан, ỹсĕм - 115,5 процент).
- Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Шăмăршă округĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕç ыйтма 120 çын пынă. Округри 34 çыннăн ĕçсĕрлĕх статусĕ (статус безработного) пур. Ĕçлеме пултаракан халăх шайĕнче, регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх 0,5 процентпа танлашать.
- Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче 80 организаци шутланса тăрать. Çав шутра 3-шĕ - федераци харпăрлăхĕнче, 8-шĕ - Чăваш Республикин харпăрлăхĕнче, 23-шĕ - муниципалитет харпăрлăхĕнче, 25-шĕ - уйрăм çын харпăрлăхĕнче, 19-шĕ - обществăпа тĕн организацийĕсен харпăрлăхĕнче тата 1 организаци потребкоопераци харпăрлăхĕнче.