«Эльбрус» ООО асфальт сарать
ÇАК кунсенче округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев «Виçпỹрт Шăмăршă - Пуянкасси» автомобиль çулне асфальт сарнă çĕрте пулнă. Кунта «Эльбрус» ООО тухăçлă ĕçлет. Аслă çула тĕпрен юсанипе пĕрлех, Культура çурчĕ патне çити те асфальт сарма палăртнă. Мĕн пур ĕçе халăх контролерĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ.
Александр Сатеев çав кунах Кивĕ Шăмăршă ялне пырса кĕнĕ çĕрте стела тăвакансемпе те курса калаçнă. Çак объект «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа çĕкленет. Д.Н. Алимов уйрăм предприниматель стелăна çывăх вăхăтра туса пĕтересси пирки шан- тарса каланă.
Е.ЖОЛОБОВА.