Эп таврăнатăп...
Атте, анне - киле эп таврăнатăп,
Ан шутлăрах: «Çухалнă вăл», - тесе.
Сире ыталасса чунтан шанатăп,
Çак шанăçпа çĕнтерĕп вилĕме.
Савниçĕм, кĕт - яла эп таврăнатăп,
«Çухалнă вăл», - тесен те, ан ĕнен.
Эп тĕлĕкре те сан сăнна куратăп,
Юратнă вĕт сана эп чĕререн!
Юлташăм, кĕт - часах эп таврăнатăп.
«Çухалнă вăл», - тени - йăлтах суя!
Киле килетĕп те, ак, авланатăп,
Сана чĕнетĕп чăн малтан туя.
Ял-йышăм, кĕт, киле эп таврăнатăп,
«Çухалнă вăл», - тесен те, хăшĕсем.
Эп сирĕнпе пĕрле хире тухатăп,
Мана саламлĕç ылтăн пучахсем.
... Çухалнисем те, акă таврăнаççĕ,
Пĕр çавăнпах, ан шанăр вилнине!
Аннемĕрсем çеç шав куççуль тăкаççĕ,
Кĕтеççĕ ир те каç ывăлсене.
Ив.САЛАНДАЕВ.